Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вулама (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара кӗсйинчен тахҫантанпах вулама ӗмӗтленсе пурӑннӑ брошюрине кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл почта ещӗкӗнчен хаҫат тухса илчӗ те вулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Канмалли кунсенче театра кайма, кӗнеке вулама тӑрӑшӑр.

Выходные дни постарайтесь сходить в театр, почитать книгу.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем ача-пӑча литературинче ачасем ҫинчен ҫырни тата ачасем вулама ҫырни пуррине лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Темле майпа ӑс тупса эпӗ шкула кайичченех вулама вӗренсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Пирӗн кукамай шкула та ҫӳремен, вулама та аран-аран вулать, анчах: «Шухӑша путрӑм», — тет.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Пӗчӗккисене хӗр шкула ҫӳреме пуҫличченех вулама та ҫырма вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пиччӗшӗпе инкӗшӗн йӗкӗреш ачисем Татьяна аппӑшӗпе ялан пӗрле пулма, унпа выляма, тӗрлӗ кӗнеке вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вагон еннелле утӑм тӑвиччен аякри янташӑма тытса ыталарӑм, «Малалла инкек-синкексӗр те хирсӗр пурӑнмалла пултар», — тесе ҫул ҫине вулама илнӗ «Чӑваш вӑрманӗ» кӗнекене парнелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл яланах юрату, каччӑсем ҫинчен пыракан калаҫупа йӑпанать, фронтран килекен виҫкӗтеслӗ ҫырусене сасӑпа вулама кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вӑл вӑрҫӑ пуҫланни ҫинчен ҫырнӑ тӗп материала вулама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Эх, тытӑнчӗ лекци вулама, енчен те эсӗ ҫапла ҫӳле хӑпарнӑ, ригель тӑрӑх утса кайнӑ пулсан сӑнчӑртан такӑнса аялалла вирхӗнеттӗн…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Медицина енӗпе ҫырнӑ кӗнекесемпе журналсем вулама тытӑнтӑм, больницӑсене чупа пуҫларӑм, операцисем тума епле хатӗрленнисене сӑнарӑм.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Униҫҫе (телеграмма вулама пуҫлать).

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

(Вулама тытӑнать).

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Мӗскӗн малтанласа вулама та, мӗн пулса иртнине ӑнланма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Почтӑрах, Кулинерен ҫыру илсенех Ваҫиле вулама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аран лӑпланнӑ хыҫҫӑн вӑл малалла вулама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа Ванюш ҫырӑвӗсене конверта хуман, влаҫрисен вӗсене уҫма, вулама, шырама, ҫын чунӗнче чакаланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, виҫкӗтеслӗ япала ӑсталанӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вулама ыткӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех