Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫӗм сăмах пирĕн базăра пур.
виҫӗм (тĕпĕ: виҫӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗм кунхи, ӗнерхи пекех, подъезд алӑкӗ хыҫӗнчен малтан ҫирӗп те вӑрӑм алӑ курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хамӑр вучах кӑварне эпӗ пӗлтӗрех, виҫӗм ҫулах ӑша хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Мӗншӗн виҫӗм кун фермӑран тухмарӑн?

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ӗнер мар виҫӗм кун ирхине эпӗ ҫӳлти хута виҫӗ кӗтеслӗ тӗрексене шӑратса ҫыпӑҫтарма хӑпарма хатӗрленетӗп, — сӑмахне тӑсрӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Пырас-и, пырас мар-и, — шутларӗ Ирина шӳтлеме-тӑрӑхлама тара кӗрешме те хирӗҫ мар Архипов виҫӗм кун вунулттӑмӗш хутра пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен аса илсе ӑна ыттисем умӗнче намӑс кӑтартасран вӑтанса. — Паян мар-тӑк, ыран пӗрех тӗл пулмалла. Халех курнӑҫни, тен, аван та», — тӗв турӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗнер мар виҫӗм кун эпир хурала тухнӑ, кун пеккине асӑрхаманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юлашки хут — ку виҫӗм кун пулчӗ-ха — Коростылева Завьялова хӑй уншӑн мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунине, текех ун патне шӑнкӑравланинчен усси пулас ҫуккине систерчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӑх-чӗпсене кӑларма виҫӗм ҫул пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Тепӗр эрнерен Шупашкарта мӑнакка патӗнче тӗл пулӑпӑр, вӑл виҫӗм ҫул мучие пытарчӗ те халь пӗчченех пурӑнать…

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Республикӑн адреслӑ инвестици программине пурнӑҫлама 8,3 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ — виҫӗм ҫулхинчен 1,5 хут нумайрах.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Утаманӗ хамӑр ҫын, Маттур тӗреклӗ арҫын, Шур Атӑлра пулнӑ чух Паллашсаччӗ виҫӗм ҫул, Вӑл ун чухнех ытарса Систернӗччӗ калаҫса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Виҫӗм ҫул эпир тӗллӗн-тӗллӗн гектартан ҫирӗм центнер туса илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Виҫӗм ҫул журналистсен ушкӑнӗпе пӗрле пулса курма тӳрӗ килчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Виҫӗм ҫул та, пӗлтӗр те вӗсем тунӑ икӗ преступление регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Виҫӗм кун кӑшт-кашт пӗрремӗш юр курӑнкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Неофит игумен яла виҫӗм кунах килнӗччӗ-ха, ӗнер ял халӑхне пуҫтарса хӗрес тӗнӗ пирки проповедь те ирттернӗччӗ, анчах кайнипе кайманнине никам та пӗлмен-ҫке.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗм кун асӑрхарӑм, кӑмака ани ҫунмаллипех ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кулаҫҫӗ, шӳт тӑваҫҫӗ хӗрсем унпа, анчах нихӑшӗ те: «Виҫӗм кун пӑсара ма пымарӑн эс?» е «Ма ӗнер вӑййа тухмарӑн?» — тесе каламаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑрӑпчакӗсем килни пӗр вунӑ ҫул ытла, пӑчӑрӗсем виҫӗм ҫул килсе вырнаҫрӗҫ, — терӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Лев Борисовича эпӗ виҫӗм ҫулах курнӑ-ҫке-ха, ун ҫинчен хамӑр ял ачисене те тахҫанах каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех