Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виҫҫӗшӗ (тĕпĕ: виҫҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ тата тепӗр иккӗшӗ йывӑр сусӑрланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ӳпле тӑвӑртарах пулса тухрӗ: виҫҫӗшӗ аран-аран вырнаҫрӗҫ.

Шалаш получился тесным: все трое в нем еле умещались.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Ҫавӑнта сӑра барӗ уҫӑласса кӗтсе арҫынсем кӗпӗрленнӗ, виҫҫӗшӗ, якарах тумланнӑскерсем, ыттисенчен уйрӑмрах тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виҫҫӗшӗ те хаваслӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ.

Жаль, но трое скончались.

Чулхула облаҫӗнчи аварире Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34867.html

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче унӑн сӑввисемпе поэмисен кӗнекисем вунна яхӑн тухрӗҫ (вӗсенчен виҫҫӗшӗ вырӑсла тухнӑ), ҫав хушӑрах вӑл «Юлташпа юнашар» тата «Ҫамрӑклӑх» ятлӑ калавсемпе повеҫсен сборникӗсем кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Виҫҫӗшӗ те чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле пӗр пӗчӗк ҫырма хӗррине анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗшӗ вӗсем чӑвашсен тапӑрӗнчен тухрӗҫ те аслӑ уй варринелле кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗшӗ те лаҫ тӗлне утса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун сассине илтсе, каччӑсем виҫҫӗшӗ те шарт! сикнӗ пек пулчӗҫ те, старике асӑрхаса, юрлама чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах алӑлли кӳсе ҫине кӑтартса пуяна тем каларӗ, лешӗ унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ, вара виҫҫӗшӗ те, ҫынсене тӗрткелесе, ҫӗнтерӳҫӗ патнелле сӗкӗнсе кӗме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ентимӗрӗн виҫ ывӑл, виҫҫӗшӗ те маттур: Ӗҫре те, ӗҫкӗре те, вӑйра та сатур, Ҫуркуннепе шурта никамран та малта Кӗтеҫҫӗ кӗсменлӗ кимӗсем Атӑлта.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Виҫҫӗшӗ Санюка виҫӗ ҫӗртен хуллен ҫӗклерӗҫ те сӑйсем пурӑннӑ хӳшӗ еннелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Виҫҫӗшӗ те лаштах сывлӑш ҫавӑрса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Виҫӗ пӳлӗмлӗ, виҫҫӗшӗ те хӗвел енче — чуна канас, пенсионера хавас.

Куҫарса пулӑш

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Хӗрарӑм, татах пӑтӑр-пӑтӑр пӑтӑртаткаласа, хӑр-хӑр хӑрлаткаласа, ҫурӑм ӑшши тӑхӑнчӗ, краҫҫынпа ҫунакан хунар ҫутрӗ, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те килхушшине тухрӗҫ те мухтамаллах мар, тольпе витнӗ, кивӗ, ҫуркаланчӑк пӗренисем тӗллӗн-тӗллӗн аврӑҫнӑ, витепе сыпӑннӑ сарая кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫапӑҫу хыҫҫӑн чӗррисемпе вилнисене шута илсен, ҫакӑ курӑнчӗ: пирӗн взводран виҫҫӗшӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Йӑтмарҫӑ-студентсем хӑйсемех ҫапла йышӑну турӗҫ: пӗри михӗсене вакунтан ун алӑкӗ умне йӑтса тӑрать, виҫҫӗшӗ вӗсене, михӗсене, машинӑсем патне ҫӗклеҫҫӗ, иккӗшӗ — ҫӑксене «хурҫӑ урхамахсен ҫурӑмӗсем» ҫине йышӑнса, туртса хӑпартса, кирлӗ пек пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн майлаштарса лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗренекенсенчен иккӗшӗ е виҫҫӗшӗ кӑна чӑнласах ӗҫлерӗҫ.

Из них ведь по-настоящему работали от силы человека два-три.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех