Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витӗнсе (тĕпĕ: витӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Узин сивӗ тарпа витӗнсе вӑранса кайрӗ, аялти кӗпи-йӗмӗ витӗрех нӳрелнӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗрмай куҫӗсене сасартӑк уҫкаларӗ, ҫамки сивӗ тарпа витӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мучи сак ҫинче, кӗрӗкпе витӗнсе ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Карта ҫинче ҫаксене мӗнле паллӑсемпе кӑтартнине пӑхӑр: тинӗс шайӗнчен аяллӑрах айлӑмлӑхсене, ҫӳллӗреххисене, тӳпемсене, вӑтам ҫӳллӗшлӗ тусене, ҫӳллӗ тусене тата ӗмӗрхи юрпа, пӑрпа витӗнсе выртакан тусене епле кӑтартнине пӑхӑр.

Посмотрите по условным знакам, как обозначены на ней: низменности ниже и выше уровня моря, возвышенности, горы средней высоты, высокие горы, горы, покрытые вечным снегом и льдами.

Ҫӗр ҫийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑрланса юрпа витӗнсе ларнӑ пит ҫӳллӗ те чӑнкӑ чул стена ҫинчен пӗрмаях юрпа пӑр куписем кӗмсӗртетсе ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ.

С неприступной каменной стены, закованной в лед и снега, непрерывно грохотали снеговые и ледяные обвалы.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫак никам та пурӑнман, пӗр мӑксемпе тата лишайниксемпе ҫеҫ витӗнсе ларнӑ тискер чулсӑртсем хушшинче вӗсем ҫӗр айӗнче хаклӑ йышши усӑллӑ япала нумай тупнӑ.

Много ценных полезных ископаемых нашли они среди диких безлюдных скал, покрытых мхами и лишайниками.

Тундрӑри ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласене тӗпчесе пӗлесси тата вӗсене кӑларасси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав юхӑм пулман пулсан, Европӑн ҫурҫӗр енӗ пӑрпа витӗнсе ларнӑ пулӗччӗ, хаяр сивӗ унта мӗн-пур пурӑнӑҫа пӗтернӗ пулӗччӗ.

Не будь этого течения, север Европы был бы загроможден льдами, лютый холод сковал бы там все живое.

Ҫурҫӗрти поляр облаҫӗ пирӗн ҫанталӑка улшӑнтарни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл шап-шурӑ юрпа витӗнсе выртнӑ.

Белым снеговым покровом была одета она.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун пек-кун пек каласран витӗнсе пурӑнмалли.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тумлантар малашне те, тархасшӑн — Пытанас ятупа витӗнсе Виличчен…

Куҫарса пулӑш

Ятупа витӗнетӗп // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8107.html

Тимуш вара кутник ҫинче кӗрӗкпе витӗнсе выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тепӗр ҫухрӑма яхӑн кайсан, кӗтмен ҫӗртен нӳрлӗ сывлӑш туйӑнса кайрӗ, кунта лапкӑшпех мӑкпа витӗнсе ларнӑ шурлӑхлӑ вырӑн пуҫланни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӗсем улӑмпа лайӑх витӗнсе выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл тухтӑрсем ҫырса панӑ эмеле ӗҫрӗ те ҫиттийӗпе витӗнсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Вӑт халӗ утиялпа лайӑххӑн витӗнсе вырт ӗнтӗ, — терӗ Лена, кинемей чейне ӗҫсе пӗтерсен.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн ҫеҫкисем пӗринпе тепри витӗнсе тӑраҫҫӗ, пӗрерӗн-пӗрерӗн уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Тем ыйтнӑ евӗр чӗвӗлтетсе, йывӑҫ тӑрринчен йӑлт-ялт сиккелесе, ҫын хулпуҫҫийӗ ҫинех пырса ларма хӑнӑхнӑ кӑсӑя, пӗр-пӗринчен самантлӑха та уйрӑлма пӗлмен мӑшӑр шӑпчӑк, сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗнсе тунката ҫумне ҫывӑрма выртнӑ икӗ чӗрӗп…

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Анчах Макар тек нимӗн те шарламарӗ, утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе, юри харлаттарса ҫывӑранҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шӑпах сан утиялу кирлӗччӗ пуль вӑрҫӑра… юр ҫинче витӗнсе выртма…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗрҫӗн утияла парса ятӑн та — халь ак кӗрӗкпе витӗнсе ҫывӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех