Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилӗмпе (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗ те ҫавнашкалах асса пурӑнчӗ те, шӑпи тулчӗ-тулчех, ырӑ вилӗмпе вилеймерӗ… — мӑкӑртатрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппаншӑн турӑш умӗнче тупа тӑвасси вилӗмпе пӗрех пулчӗ пулсан, Макҫӑмшӑн ку ытлашши нимех те мар.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйӗн элчелӗ ҫитиччен пурӑнмалли ҫын ҫапла пӳкле вилӗмпе ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вилнӗ ҫынсем, пурте мар, пӳкле вилӗмпе вилнисем, хӑратса яраҫҫӗ.

— А мертвых боятся. Не всех, а кто не своей смертью помер…

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вилнӗ ҫын тенӗрен, вӗсем, пуринчен ытла пӳкле вилӗмпе вилнисем, ҫумӑр пӗлӗчӗсене хӑратса яраҫҫӗ тет.

Другой уверял, что мертвецы, особенно умершие неестественной смертью, разгоняют облака.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑвашсем хушшинче сарӑмсӑр вилӗмпе вилекенсем нумай.

Среди чувашей много погибших внезапной смертью.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ывӑле Атӑл ҫинче бурлакра, арӑмӗ хӑнара чух чипер ҫӗртенех пӳкле вилӗмпе вилнӗренпе никампа та хутшӑнмасть вӑл.

Сын его ходил по Волге бурлаком, жена ни с того ни с сего наложила на себя руки — повесилась прямо в гостях.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пӳкле вилӗмпе вӗлерчӗҫ.

— Нежданно-негаданно, ни за что, ни про что убили…

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗл, тыткӑн вилӗмпе пӗр тан.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, ҫак илемсӗр вилӗмпе Халь каҫарттарчӗ ҫылӑхне».

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман кӑкӑрта халь тулашу, Халь пурнӑҫ вилӗмпе тӗл пулчӗ: Пырать хаяррӑн тавлашу.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫма Иванчшӑн ҫынран япала ыйтасси вилӗмпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Упӑшки те ӗҫсе ӳсӗрӗлсе е пӳкле вилӗмпе вилмен, финсемпе ҫапӑҫса вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахвине карчӑка тавӑрма пултарнӑ вӑл, тен, вӗлерсех те хунӑ пуль, хӑй вара уншӑн пӳкле вилӗмпе вилме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек вилӗмпе вӗлерес килмест-ҫке манӑн сана, пепкемҫӗм…

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара унашкал вилӗмпе те вилместчӗ, — чунтан пӑшӑрханса каларӗ Альпи.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыр вилӗмпе мар, асаплӑ, хӗн-хурлӑ вилӗмпе вил.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар ҫар пуҫлӑхӗ ҫӗре ӳксен вилӗмпе тӗл пулнине ӑнланса илчӗ те тарса ҫӑлӑнас тесе чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тытаймасан эпӗ хамах кашни иккӗмӗшне ӗнсисенчен ҫапса вилӗмпе тӗл пултарӑп».

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан хӑрах куҫлӑ Ҫупути паттӑр енне ҫаврӑнчӗ те каларӗ, «Хуралта тӑракан ҫар ҫыннисем паянах вилӗмпе тӗл пулччӑр. Пӑлхар шуйттанне тытма «урса кайнисенчен» виҫҫӗр этем суйласа илӗр.

Куҫарса пулӑш

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех