Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкамасӑр (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мустай васкамасӑр чикарккине чӗркет.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирилл ерипен тӑрса васкамасӑр шкул енне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Васкамасӑр ана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Андрон Андрейч Андронов, хӑйне никам та кӗтсе илес ҫуккине пӗлсе, тӳрех станци ҫуртне кӗчӗ те, унта кӑткӑ пек йӑшӑлтатакан ҫынсем хушшипе хӗсӗнкелесе, тепӗр алӑкӗнчен урам енне тухса, картлашкасем тӑрӑх анма васкамасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Тепри вара ҫемье ҫавӑрма васкамасӑр хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех ӗҫре ирттернӗ, ватлӑхра ҫеҫ ҫумра никам та ҫуккине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Саня вара юриех васкамасӑр, хӑй ӑшӗнче кӑмӑллӑн кулкаласа илсе, ним чӗнмесӗр пычӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр ҫаврӑнса пӑхрӗ те, виҫӗ утӑмра Георги тӑнине курса, хыпӑнса ӳкрӗ, вара хай пилӗке ҫинчи алӑсенчен васкамасӑр вӗҫерӗнсе, упӑшки ҫумӗнчен утса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эльвира ҫак хушӑра васкамасӑр утса садран тухрӗ, кӗҫех хӑйсен алӑкне шаккани, алӑк уҫӑлса хупӑнни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗрӗ тата, ҫакна сиссе, юри асаплантарчӗ: йӑл кулкаласа, хӗм ҫиҫтерекен куҫӗпе Славикӗн куҫне шыраса, васкамасӑр пӗчӗккӗн чей сыпрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл тепӗр хут Бианка ҫине куҫ ывӑтрӗ те, ассӑн хашлатса илсе, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫаплах Атӑл Леш енчен кӑтрам пӗлӗтсем сивлеккӗн юхса килеҫҫӗ, васкамасӑр каҫаҫҫӗ, шухӑша путса шӑваҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл васкамасӑр калинкке патне пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вырсарникун Атӑл хӗррине антӑм та хамӑн йывӑҫ кимме ҫыран хӗрринчен ҫӳҫесем айне сӗтӗрсе хӑпартӑм, унтан, чун туртмӑш Атӑла пӑрахса каяс килменнипе, шыв хӗррипе васкамасӑр тӑвалла утрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин ӑна ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса паратчӗ, лешӗ хырӑмӗ тем пек выҫнӑ пулсан та васкамасӑр чӑмлама тытӑнатчӗ е, ҫавӑн пекех васкамасӑр, улахрах вырӑна йӑтса тухса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Ман хуҫа, ав, ним васкамасӑр утса пырать, сирӗн ма ҫаплах кӗрлесе-хыпаланса ҫӳремелле?» — тет-ши ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Никама шанмасӑр, хӑй тиерӗ Тимуш ҫӗнӗ тавара ритван ҫине, кашни савӑт айне, ӑшне, йӗри-тӑвра ҫемҫе ҫуртри улӑмӗ хура-хура, васкамасӑр тиерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан, кӗлетрен тухса, ҫӑл умне пычӗ, валашкари шывпа васкамасӑр, тем вӑхӑт ҫӑвӑнчӗ, кӗпине те, шӑлаварне те йӗпетсе пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Верук, мӗн пулса иртнине курман пекех, хуллен ҫӗкленчӗ те, пӗшкӗнсе, ҫӗрти чаршава илчӗ, тухса кайнӑ хӑрах кӑкӑрне пӗр вӑтанмасӑр, васкамасӑр йыснӑш умӗнче тӳп-тӳрӗ тӑрса, кӗпи ӑшне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Васкамасӑр, шухӑшла-шухӑшла, аса иле-иле — пӗр кунта пӗр ҫыру.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кузьма Иванч та каласа пачӗ, — вӑл пуҫне Пруткин еннелле сӗлтсе илчӗ, ура ҫине тӑрса, унталла-кунталла васкамасӑр утма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех