Шырав
Шырав ĕçĕ:
аҫӑрсенчен (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурсӑр та тӗлӗнетӗр; 22. Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ, — ку йӑла Моисейрен те мар, аҫӑрсенчен тухнӑ, — эсир ӗнтӗ шӑматкун та ӳт касатӑр; 23. Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр?
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурне те ӗҫӗсене кура тӗрӗссипе сут Тӑвакана эсир Атте теетӗр пулсассӑн, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӗре хӑраса пурӑнса ирттерӗр; 18. хӑвӑр пӗлетӗр: аҫӑрсенчен юлнӑ хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫран сире тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе хӑтарман, 19. пӗр айӑпсӑр, тап-таса Путек пек пулнӑ Христосӑн хаклӑ Юнӗпе хӑтарнӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир вара хӑвӑр аҫӑрсенчен те начартарах тӑватӑр, Мана итлемесӗр кашнийӗ хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе пурӑнать.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1