Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫусен (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Антиох кусем хӑйӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫак сӑмаха та хӑйне хӑртни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа чи кӗҫӗннине, халлӗхе чӗрӗ юлнӑскере, ӳкӗтленӗ, сӑмахпа кӑна мар, тупа тусах шантарнӑ: «аҫусен саккунӗсене пӑрахсассӑн, сана пуйтарӑп, телейлӗ тӑвӑп, сана хамӑн тус тӑвӑп, сана хисеплӗ ӗҫ вырӑнӗ парӑп» тенӗ.

24. Антиох же, думая, что его презирают, и принимая эту речь за поругание себе, убеждал самого младшего, который еще оставался, не только словами, но и клятвенными уверениями, что и обогатит и осчастливит его, если он отступит от отеческих законов, что будет иметь его другом и вверит ему почетные должности.

2 Мак 7 // .

55. Птоломей патша акӑ ҫапла хуравланӑ: «эсӗ, хӑвӑн аҫусен ҫӗрне таврӑнса, вӗсен патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ кун — телейлӗ кун. 56. Эпӗ ӗнтӗ саншӑн ху мӗн ыйтса ҫырнине тивӗҫтерӗп, анчах эсӗ ман патӑма Птолемаида хулине тух, пирӗн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалла пултӑр, вара, эсӗ каланӑ пек, эпӗ санпа хурӑнташланӑп» тенӗ.

55. И отвечал царь Птоломей так: «счастлив день, в который ты возвратился в землю отцов твоих и воссел на престоле царства их. 56. Ныне я исполню для тебя то, о чем ты писал, только ты выйди ко мне в Птолемаиду, чтобы нам видеть друг друга, и я породнюсь с тобою, как ты сказал».

1 Мак 10 // .

21. Вара пророк Иудейӑран килнӗ Турӑ ҫыннине каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа каланине итлеменшӗн, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна мӗн хушнине уяманшӑн, 22. Вӑл хӑвна: «унта ҫӑкӑр та ан ҫи, шыв та ан ӗҫ» тенӗ вырӑна таврӑнса ҫӑкӑр ҫинӗшӗн, шыв ӗҫнӗшӗн санӑн ӳтӳ хӑвӑн аҫусен тупӑклӑхне кӗреймӗ, тет, тенӗ.

21. И произнес он к человеку Божию, пришедшему из Иудеи, и сказал: так говорит Господь: за то, что ты не повиновался устам Господа и не соблюл повеления, которое заповедал тебе Господь Бог твой, 22. но воротился, ел хлеб и пил воду в том месте, о котором Он сказал тебе: «не ешь хлеба и не пей воды», тело твое не войдет в гробницу отцов твоих.

3 Пат 13 // .

3. Ҫӳлхуҫа Иакова каланӑ: аҫусен ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыва, таврӑн; Эпӗ санпала пӗрле пулӑп, тенӗ.

3. И сказал Господь Иакову: возвратись в землю отцов твоих и на родину твою; и Я буду с тобою.

Пулт 31 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех