Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн; 5. эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ, 5. Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ; 6. эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ; 7. ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ, 8. эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн; 9-10. Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1