Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫийӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кушак аҫийӗ халь ҫук манӑн! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ Терентий Петрович.

— А кота-то теперь у меня нет! — воскликнул Терентий Петрович.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Хур аҫипе кӑвакал аҫийӗ ҫеҫ, ушкӑн пуҫӗсем, алкум еннелле мӑйӑсене кӑнтарса пӑхрӗҫ те, кил хуҫине палласа, сӑмсисем витӗр йӑлишӗн хуллен кӑкӑлтатса та нартлатса илчӗҫ, унтан каллех ленк пулса выртрӗҫ.

Только гусь и селезень, вожаки стаи, вытянули шеи в сторону крыльца и, узнав хозяина, слегка покряхтели, а потом снова спокойно улеглись.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кайӑк-кӗшӗкӳсене, хӑвӑн чӑххусене каялла тавӑрса пачӗҫ, ҫара мӑйлӑ автану… тата леш голландски текен хур аҫийӗ, — хӑв уншӑн хаклӑ куҫҫульне тӑксах йӗреттӗнччӗ-ха, — ҫавӑ та каллех санӑн картишӗнче-ҫке-ха…

Птицу, курей твоих обратно отдали, кочет голошеий… и опять же голландский гусак, о каком ты дорогие слезки лила, обратно у тебя на базу проживают…

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрре, Том эмеле ҫав шӑтӑкалла тӑкнӑ чухне, ун патне мӑнаккӑшӗн сарӑ кушак аҫийӗ пырса тӑчӗ те мӑрлатма тытӑнчӗ, чей кашӑкки ҫине хытӑ пӑхса ларса, хӑйне тутантарса пӑхтарма ыйтрӗ.

Однажды Том только что приготовился угостить эту щель ложкой лекарства, как в комнату вошел теткин желтый кот, мурлыча и жадно поглядывая на ложку, будто просил попробовать.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех