Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякра сăмах пирĕн базăра пур.
аякра (тĕпĕ: аякра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗн, картлашкапа чӑнкӑ ҫырантан анса, шывран аякра мар йывӑҫлӑ-курӑклӑ вырӑнта чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Пултаратӑп-и ку тыткӑнран хӑтӑлма? — Вӑл аялалла пӑхрӗ, ҫав тери аякра пек туйӑнакан бетон плита сарнӑ ҫула асӑрхарӗ, ун тӑрӑх утса ҫӳрекенсене ӑмсанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑхӑрнӑ евӗр сасӑ илтӗнсе кайрӗ те аякра мар ларакан йывӑҫ ещӗк хуппине темӗскер вирлӗн пырса ҫапӑнчӗ, шӑтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Килӗ-ҫурчӗ — хула варринчен самай аякра, юпа ҫинче электролампа ҫунман, йӗпе-сапара атӑ-пушмака вараламасӑр иртсе ҫӳреме ҫук тӑкӑрлӑкра.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тарье инке лавккара, Марье тата аякра: Ыйтса кайнӑ пуҫлӑхран — Килмелле ик тапакран.

Куҫарса пулӑш

Мерттелле // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 54–55 с.

Ку чухнехи чемпионсем аякра тӑччӑр!

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Вырӑнӗ аякра пирки кунти йывӑҫа вӑхӑтра турттарса ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чи аслӑ йӗрке — таҫта аякра, тен, хӑйсем пуҫ хунӑ ҫапӑҫу хирӗнче аташса ҫӳрекен тӑванӗсен чунӗсене чӗнсе килесси.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, вӑрҫӑ мар ку, вӑрҫӑ аякра.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Санӑн упӑшку Иван Ермолаевич кунтан аякра мар тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аякра хӗрарӑмсемпе ачасем ҫӳрени курӑнать, анчах та Кузнецовсен ани ҫинче никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑ, паллах, тӑван килтен аякра, вӑрҫӑ нуши-асапне тӳсекен маттур салтаксемшӗн чӑн-чӑн парне, чӑн-чӑн савӑнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Пирӗн территори уйрӑмӗсенчи ялсем пӗр-пӗринчен чылай аякра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Пульница, калас пулать, икӗ ҫырма пуҫӗнчен чылай аякра, район центрӗнче ялтан пӗр вунӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул, Хӗрлӗ Чутай сали пуҫланса кайнӑранпа 435 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисенчен эпир те аякра тӑрса юлмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ентешӗмӗрсем, килсе курсамӑр уява! // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/419-e ... am-r-uyava

Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн район та ку программӑран аякра юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Хӑйӑр сӑрчӗ ҫумӗпе ҫаврӑнса тухнӑ чух эпир сасартӑк аякра темӗн йӑшӑлтатса пынине куртӑмӑр.

Огибая песчаный холм, мы вдруг издали заметили какое-то движение.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӗчӗк ялсенче, чугун ҫулсемпе шоссе ҫулӗсенчен аякра, якутсен ӗлӗкхи майлӑ тунӑ юртисем халӗ те пур-ха.

В маленьких якутских поселках, вдали от железных и шоссейных дорог, еще сохранились старые якутские юрты.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аякра ҫурт-йӗрсем, вӗсен умӗнче хӑма ҫуракан заводӑн труби курӑнса кайрӗ.

Вдали виднелись жилища, а перед ними труба лесопилки.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Апла пулсассӑн ҫав ирхине, эпир пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ кун, эсӗ ҫак таврашра пӗр-пӗччен, ҫынсем тӗпленсе пурӑнакан вырӑнтан пин-пин ҫухрӑм аякра, тем шыраса ҫӳрени пӗртте ӑнсӑртран пулман — сана хӑв анса ларнӑ вырӑнти ҫӗр лаптӑкӗ хӑй патне магнит пек туртса йыхӑрнӑ.

— Значит, неделю назад, в то утро, когда мы познакомились, ты не случайно бродил тут совсем один, за тысячу миль от человеческого жилья? Ты возвращался к тому месту, где тогда упал?

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех