Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякранах (тĕпĕ: аяк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эльгеевпа Данилова палласа, аякранах кӑшкӑрчӗ Иван Шевле, мӑнаҫлӑн хӑлаҫланса пырса, ик аллипе те ҫупӑрларӗ ӗлӗкхи тусӗсене.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ырзем аякранах палласа илчӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсене ертсе килекен Мясников, ял варринче ҫапӑҫу пынине купса, аякранах сывлӑшалла икӗ хутчен кӗрслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Икҫӗр аллӑ — унтан ытла тӑмасть вӑл! — аякранах кӑшкӑрса пычӗ хӑюллӑ «матрос».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хурӑнлӑхри уҫланкӑра Ахтупай вӗсене тепре тупрӗ, аякранах персе йӑм-хура ӑсан аҫине тӗмсем хушшине ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрманта тӗттӗм пулса ҫитмен-ха, алманчӑ ҫӳрен утне вӑл аякранах асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрле ку вут ҫути вӑрӑм хыр йывӑҫҫинчен ҫӳле хӑпарать — ял ҫыннисем ачасем кӗҫӗр лашисене ӑҫтарах ҫитернине аякранах пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫын килнине аякранах сиссе картишӗнче пӗр тӑруках темиҫе йытӑ вӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл аякранах асӑрхарӗ — ун ҫине ултавлӑн витнӗ ҫапӑ пӗтӗмпех ишӗлсе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сахвине вӗсене курнӑ та аякранах: ан килӗр, сире хур кӑтартатӑп тесе кӑшкӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑвӑн ятна лаша илнӗ иккен — саламлатӑп! — кӑшкӑрчӗ Урасмет аякранах.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альпи, чӳречерен пӑхсах лараканскер, вӗсем ҫывхарнине аякранах асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аякранах уйӑрса иле-тӗн — кунта ав сап-сарӑ хурӑнлӑх, юманлӑх, унта — хӗп-хӗрлӗ ӑвӑслӑх, вӗренелӗх, лере — ҫуллахи пекех симӗс чӑрӑшсемпе ылтӑн тӗслӗ хырсем.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ, Ваня Данилов, аякранах Эльгеева палласа илсе, юлташӗсенчен уйрӑлса, хирӗҫ чупса пычӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ пысӑк тӑваткал ҫурт аякранах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Yiolino, — вуларӗ Павлуш аякранах хуплашка ҫине ҫырнине. Ку «Аида» оперӑн оркестрти пӗрремӗш скрипка валли ҫырнӑ нотӑсем иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш пиччӗшӗ ҫырӑвне аякранах палларӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аякранах пӗчӗк пӑравус пӑс кӑларса тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Каллех «Максимкӑпа» кайма тивсен, эпӗ чирлесе ӳкетӗпех, — терӗ Ахах, пӑравус чашлатса, аякранах пӑс кӑларса килнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хайхи вакунра пӗрле килнӗ мӑнтӑр хӗрарӑм, Эльгеева палласа илсе, аякранах хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех