Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ашшӗсем (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяври пек капӑрлатнӑ классенче 1-мӗш класра вӗренекенсене амӑшӗсемпе ашшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем, уяв хӑнисем кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш класпа сывпуллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-05-2 ... hn-3272321

Хӑш-пӗр ачисен ашшӗсем ӗҫрен илсе килнӗ изоляци хура пленки пулнӑ.

У некоторых детей для катания были куски черной изоляционной пленки, которую им принесли отцы с работы.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Ара, Петӗрпе Таранов иккӗмӗш сыпӑкри тӑвансем-ҫке: ашшӗсем пӗр вартан.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗренекенсемпе ашшӗсем хушшинчи футбол вӑййисем те кӑсӑклӑ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсен, вӑл пӑрахутпа ашшӗсем патне килме тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӑш чухне, хӗлӗн вӑрӑм ҫӗрӗнче, Ашшӗсем хӑнара ӗҫне чух, Чӗкеҫ пухать юлташсем килӗнче, Кӑнчалана тытать ҫавӑн чух.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ула Тимӗр пӗччен мар-ха: татах кӑйттӑ ҫи-пуҫ (лапрашки пиртен ҫӗленӗ кӗпе-йӗм) тӑхӑннӑ виҫӗ хӑрӑнчӑк арҫын ача ҫӑпата сырнӑ (каярахпа паллӑ пулчӗ: кусен пурин те ашшӗсем иртнӗ юнлӑ вӑрҫӑра хупланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан тӑрӑха чӑваш халӑхӗн тивӗҫлӗ ывӑлӗсем – ашшӗсем, упӑшкисем, яшӗсем ӑсанчӗҫ.

В зону специальной военной операции ушли достойные сыновья чувашского народа – отцы, мужья, дети.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

Вӗсем тач тӑвансем пулин те, туслӑ пурӑнмаҫҫӗ, ашшӗсем те хутшӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Оля ашшӗсем атмапа сӗрсе икӗ пичке тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

5-7-мӗш классем уяв историйӗпе паллашнӑ, авалтанах ашшӗсем йӑх тӑсакансем шутланнине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Ашшӗсем вара - ҫемье пуҫӗ, ҫывӑх ҫыннисен ӑнӑҫлӑхӗшӗн тӑрӑшакансем, вӗсене хӳтӗлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Нухрата уйӑрса качча та илесшӗнччӗ-ха ӑна, вырӑс мар тесе ашшӗсем памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗркунне вӗсем Михала ашшӗсем патӗнчен ҫӗнӗ пысӑк пӳрте уйрӑлса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫыннисем те кунтисем Пурте пирӗн йышшисем: Е тыткӑна лекнисем, Е командир ашшӗсем.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ун ҫумне пирӗн асаттесен ашшӗсем тӳссе пурӑннӑ наци пусмӑрне хушӑр.

Если к этому прибавить еще и национальный гнет,

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ача ашшӗсем анатра пурӑнать! — илтӗнчӗ хыҫалтан хапха умне тухса тӑнӑ Салакайӑк сасси.

— Отец мальчонки-то внизу живет! — послышался вдогонку голос Салагаика.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗккӗн килӗшекен пулмасан ача ашшӗсем шӑпа тытаҫҫӗ».

Если сын добром не соглашается, за него отец жребий тянет.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӑна ҫавӑн ашшӗсем пехиллесе панӑ.

— Ее старики нам его благословили…

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлет вӑл: ашшӗсем авал Вилнисене манман.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех