Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем, аслашшӗ калакан халапӑн хӳринчен ҫатӑрласа ярса тытнӑскерсем, таҫта та ҫитсе ҫапӑнаҫҫӗ хӗлӗн вӑрӑм каҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака ҫинчи ачасем шавлама пуҫланине илтсен, аслашшӗ, кӑххӑмлатса та кӗххӗмлетсе: — Юрӗ, юрӗ, лӑпланӑр. Хам пур чух турткалӑр ӗнтӗ. Сухал пӗрчи ҫитет турткаламалӑхах, — тет те каллех ҫӳҫенсе илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ачасем вӗсене хӑйсем вӑрӑран акса шӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ӗҫнемӗн ачаран хӑнӑхса ӳсӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/ce%d1%80- ... y%d1%81ec/

Ҫамрӑклах ачасем хӑйсен ӑсталӑхне пуянлатайраҫҫӗ, профессие алла илсе, пуласлӑх ҫулне тупса палӑртма та пултарайраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

«Ҫулсерен ачасем ҫуллахи тапхӑрпа хӑйсен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса, кӑмӑла каякан профессине алла илсе, кӑштах та пулин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 5-мӗш номерлӗ Гимназире аслӑ классенче вӗренекенсене ӗҫ профессийӗсем илни ҫинчен палӑртакан свидетельствӑсем парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен сайчӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/05/03/chav ... ire-asla-k

ФОКра ачасем кӑна мар, аслисем те вӑхӑта хаваслӑ ирттерме пултараҫҫӗ.

В ФОКе весело провести время могут не только дети, но и взрослые.

Нюксеница // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 1%86%D0%B0

1964 — «Ачасем, сывӑ юлӑр» — Саша Кригер,

1964 — «До свидания, мальчики» — Саша Кригер,

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Досталӗн актёр карьери 1964 ҫулта пуҫланнӑ, ун чухне вӑл Борис Балтерӑн «Ачасем, сывӑ юлӑр» повеҫӗпе лартнӑ Михаил Калик режиссёр фильмӗнче Саша Кригер сӑнарне вылянӑ.

Актёрская карьера Досталя началась в 1964 году, когда он сыграл роль Саши Кригера в фильме режиссёра Михаила Калика «До свидания, мальчики» по повести Бориса Балтера.

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Ачасем вӑл вӑхӑтра чӗрӗ хурт-кӑпшанкӑ тытнӑ, вӗсенсен коллекцисем хатӗрленӗ, юлташӗсемпе ылмашӑннӑ.

Дети в то время ловили живых насекомых, коллекционировали их и обменивались ими с друзьями.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

1985 ҫулта СССРа 1983 ҫулта пырса кайнӑ Саманта Смит вилсен унӑн амӑшӗ Джейн тата вӑл никӗсленӗ «Ачасем тӑнӑҫлӑх тытса тӑракансен вырӑнӗнче» (акӑл. Children as the Peacemakers) организаци совет шкул ачи те АПШ-на хӑнана ятарласа килсе каяссине йӗркелеме сӗннӗ.

После гибели в 1985 году Саманты Смит, посетившей СССР в 1983 году, её матерью Джейн и основанной ею организацией «Дети как миротворцы» ( англ. Children as the Peacemakers) было предложено организовать ответный визит в США советской школьницы.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

«Вӗсем питӗ шанчӑклӑ ачасем.

«Они очень надёжные ребята.

Свердловск облаҫӗнчи боец Пушкӑрт воинӗсене шанчӑклӑ юлташсем тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3657235

Ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани парас уйӑхлӑх шайӗнче Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти 7а класс Е.Ю. Алексеева класс ертӳҫипе пӗрле «Атьӑр-ха, арҫын ачасем!» 7 - 8 класс командисем хушшинче ӑмӑртусем ирттернӗ.

В рамках Месячника военно-патриотического воспитания молодёжи в нашей школе 7а класс совместно с классным руководителем Е.Ю. Алексеевой провели соревнования «А ну-ка, мальчики\!» среди команд 7-8 классов.

"Атьӑр-ха, арҫын ачасем!" ӑмӑртусем иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... tn-3658994

Уявра ачасем ашшӗсемпе пӗрле хӑйсен вӑйне, пултарулӑхне, тавҫӑрулӑхне кӑтартнӑ.

Дети вместе с папами продемонстрировали всю свою силу, ловкость и смекалку на празднике.

Ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3660389

Аслӑ ушкӑнри ачасем хӑйсен ашшӗсемпе аслашшӗсене уява чӗннӗ.

Ребята старшей группы пригласили на праздник своих пап, дедушек .

Ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3660389

Н.Сладковӑн «Пӑрсем хушшинче» хайлавне вуланӑ, ачасем ӳкерчӗкре хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса шурӑ упасен ытарма ҫук ҫемйине ӳкернӗ.

Прочитали произведение Н.Сладкова «Во льдах», а дети проявив свое творчество в рисовании,нарисовали очаровательное семейство белых медведей.

Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ҫурҫӗр упин пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... un-3662114

Тематика кунӗ шайӗнче ачасем шурӑ упасем ҫинчен презентаци пӑхнӑ тата ҫурҫӗрти пӑрсем ирӗлесси тата нефть вырӑнӗсене туса хатӗрлесси тавралӑха варалас тӗлӗшпе шурӑ упа ҫухалса каяс хӑрушлӑх пирки Хӗрлӗ кӗнекене лекнине, вӗсене хӑратса тӑнине пӗлнӗ.

В рамках тематического дня ребята посмотрели презентацию о белых медведях и узнали о том, что белый медведь занесен в Красную книгу из-за угрозы вымирания, что им угрожает проблема таяния полярных льдов и также разработка нефтяных месторождений с последующим загрязнением окружающей среды.

Пишпӳлекри "Умка" ача сачӗн аслӑ ушкӑнӗн воспитанникӗсем ҫурҫӗр упин пӗтӗм тӗнчери кунне паллӑ тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... un-3662114

— Эпӗ пурӑнакан ҫуртри ачасем вӗсем, — ним кулмасӑрах тавӑрчӗ юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ачасем урок вӗренсе килеймесен, туллашса каяттӑм, вӗсене, лӑпкӑн ӑнлантарса парас вырӑнне доска умне кӑларса тӑрататтӑм, каҫченех класра тытаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ вӗрентнӗ ачасем авланчӗҫ, хӗрсем качча кайса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех