Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аталантарса (тĕпĕ: аталантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тӗлӗнмелле пуянлӑха упраса хӑварни тата аталантарса пыни халӑх пуласлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чылай чӑваш ҫапах та хӑйӗн авалхи ӗненӗвне упраса хӑварма пултарнӑ, ӗмӗрхи культура эткерлӗхне аталантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева сӑмаха малалла тӑснӑ май, паянхи пурнӑҫра ҫӗршывра хамӑрӑн наукӑна аталантарса вӑй илтерсе пыни уйрӑмах лайӑх тесе асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Нату-Ла ту каҫҫинче Индипе Китай хушшинче чикӗ урлӑ каҫӑ уҫни Сикким экономикине вӑйлӑ аталантарса яма пултарӗ, анчах та ҫак аталану хӑвӑрт пулса иртмест-тӗр.

Открытие пограничного перехода между Индией и Китаем на перевале Нату-Ла 6 июля 2006 года, как ожидается, даст новый импульс развитию экономики Сиккима, хотя едва ли это развитие произойдёт быстро.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Партин XXII съезчӗ радиоҫыхӑнӑва, радиовещание тата телевидение малалла аталантарса лайӑхлатас тӗлӗшпе чылай ӗҫсем туса ирттерме палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Сӑмах чӗлхесене пӗтересси ҫинчен мар (вӗсене саккун кӑларса пӗтерейместӗн), кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхине малашне те аталантарса пырасси пирки кӑна.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Республика Правительстви, ҫӗршывӑмӑр Президенчӗн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫласа тата аталантарса, тӑшманпа ҫапӑҫакан ҫар ҫыннисене хӑйсене те, вӗсен ҫемйисен членӗсене те пулӑшас тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвать, ку ӗҫе малашне те тивӗҫлипе пурнӑҫласа пырӑпӑр.

Правительство республики делает всё и продолжит поддерживать как самих бойцов, так и членов их семей, развивая решения Президента страны в данном направлении.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Ҫак тӗллевпе спорт инфраструктурине малалла та аталантарса пырӑпӑр, — тенӗ Олег Алексеевич хӑйӗн сӑмахӗнче.

Куҫарса пулӑш

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Ҫав пурлӑхсем социализмла хуҫалӑха аталантарса пыма питӗ кирлӗ.

Они необходимы для развития социалистического хозяйства.

Ҫӗр айӗнчи пурлӑхсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах та, хуҫалӑха аталантарса ямашкӑн лайӑх ҫулйӗр кирлӗ, ӗлӗк пушӑ хир зонинче лайӑх ҫулсем пулман.

Но для развития хозяйства нужны хорошие пути сообщения, а их в зоне пустынь в прежнее время не было.

Пушӑ хирсен зонинче хуҫалӑх епле аталанать тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пирӗн задача акӑ ҫапла: тискер кайӑк тир промыслине аталантарса пымалла, ытти ҫӗршывсене мамӑк тир сутас ӗҫе вӑйлатмалла.

Наша задача — развивать пушной промысел и увеличивать вывоз пушнины в другие страны.

Мамӑк тир промысли // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унтан хам та хӗрсе кайрӑм, — унччен малтан эпӗ нихҫан та наукӑлла ӗҫсем ҫырман, ҫара практик кӑна пулнӑ, анчах халӗ хут ҫинче хамӑн шухӑшсене аталантарса пыма тытӑнтӑм: хӗрӗх ҫул ӗҫленӗ хушӑра манӑн интереслӗ сӑнавсем ҫителӗклӗ пухӑннӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйсем ҫавӑн пек «питӗ совеҫлӗ» пулнине ҫав тери аталантарса янӑ та, вӑл вӗсен профессийӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн пархатарлӑ ӗҫӗсенче хамӑра кирлӗ, совет шкулӗн пуласлӑхне малалла аталантарса пыракан шухӑшсем халӗ те тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫакӑн чухлӗ ҫӗре пӗр харӑс хӑмла лаптӑкӗсене ҫавӑрма май ҫук, ӑна ҫулсерен пӗчӗккӗн аталантарса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла пуҫтаракан комбайн «Айдак» ятлӑ пулӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/%D0%90%D1%82%D0% ... ul-3395994

Республика экономикишӗн, строительство индустрине аталантарса пыни питех те пӗлтерӗшлӗ тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ савӑнӑҫлӑ мероприятисене пухӑннисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Вӗсем ҫамрӑксен политикине аталантарса вӑй илтерсе пырассипе хастар ӗҫе кӳлӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Вӗсен тавракурӑмне аталантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Кашни халӑхӑн прогрессивлӑ традицийӗсене ырласа, мӗн пур совет ҫыннисене ҫав традицисемпе паллаштарса пырса, Коммунистсен партийӗ мӗн пур халӑхсемшӗн пер пек, ҫӗнӗ традицисене — коммунизм тӑвакансен революциллӗ традицийӗсене пур майсемпе те аталантарса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ял культурине майӗпен хула культури шайне ҫитерес, ҫӗнӗ районсенче культурӑна хӑвӑрт аталантарса пырас тесе, ҫӗршыв территорийӗнче культурӑ учрежденийӗсене пӗр пек вырнаҫтарса тухассине пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех