Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атакӑна (тĕпĕ: атака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑкран пехотӑна ирттерсе янӑ та Большов унпа пӗрле атакӑна кайнӑ.

Пропустив через данный проход пехоту, Большов вместе с ней пошёл в атаку.

Большов Михаил Алексеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Иртнӗ вӑрҫӑра атакӑна тухнӑ салтак такӑнса ӳксен те тӑрса малалла вирхӗнме пултарнӑ-тӑк, хальхи салтакӑн ҫур ҫеккунтлӑха такӑнса ӳкме ирӗк ҫук Тӑван ҫӗршывӑмӑр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халӗ ҫарта, иртнӗ вӑрҫӑри пек: «Атакӑна тухнӑ тӑшмана ҫывӑхарах ярар та, кайран кар тӑрса, сасартӑк ҫапса салатар» темелли ҫукпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Автомат тытса: «Ур-ра!» — кӑшкӑрса атакӑна тухмалли ҫӗрте службӑра тӑмаҫҫӗ ку «йӗкӗрешсем».

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑрҫа ҫур ҫул каялла кӑна тухса кайнӑ Петӗр пичче вырӑнне унӑн фронтри тусӗ Салагаев ҫырнӑ иккен: «Сирӗн упӑшкӑр Петӗр, виҫҫӗмӗш атакӑна кӗрсен, паттӑрсен вил…» — тенӗ ҫӗре вуласа ҫитсен, Шӑнкӑрч вулама чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӑшал, пулемет, тупӑ сассисем те, пирӗн салтаксем «ура!» кӑшкӑрса атакӑна кӗнисем те юнашар пекех илтӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ашшӗсем вӑрҫӑра тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ: танксем ҫине гранатӑсем ывӑтнӑ, ур-ра! кӑшкӑрса атакӑна ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта анӑҫалла хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

«Ҫӑмӑл кавалерипе» атакӑна тухмалла пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак самантра чӑваш юланутҫисем умӗнче тӑракан салтаксем вӗсем ҫине атакӑна кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн ҫарӗсене вӑл атакӑна хӑй ертсе кайма шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вара тӑшман ҫине атакӑна тухнӑ, фашистсемпе арӑслан пекех ҫапӑҫнӑ, пӗр ҫапӑҫура вуникӗ фашиста вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Халӗ тӑшман атакӑна ҫӗкленме пултарать, — терӗ Андрей.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ку фашистсен атакӑна тухмалли сигналӗ пулчӗ иккен…

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл ҫӗнӗ атакӑна тата лайӑхрах хатӗрленме, окопсене тарӑнрах алтма, вилнӗ юлташсен патронташӗсене илме хушать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пирӗн бригада атакӑна ыткӑнчӗ, пирӗн хыҫҫӑн — ытти бригадӑсем.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Икӗ сехет иртрӗ-и, ҫук-и ҫакӑн хыҫҫӑн — приказ: атакӑна!

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Эпир атакӑна кӗме приказ парасса кӗтсе тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫав паха тивӗҫшӗн вӑл, мӗнпур рабочи класс ҫапӑҫнӑ пекех, атакӑна кӗресшӗн.

За это право он хочет идти в атаку, как идет весь рабочий класс.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр йывӑр ҫапӑҫура хӑйӗн ротине атакӑна ҫӗклесен, ӑна ураран амантрӗҫ те, вӑл тыткӑна лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Салтаксем хура тӗтӗм витӗр ура! кӑшкӑрса крепость ҫинелле атакӑна тухрӗҫ, анчах вӗсене хирӗҫ пӗр пӑшал сасси те илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех