Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ пул, ырӑ пул, Хитре пул, сывӑ пул.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл манран аслӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хамӑн Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнчи виҫ-тӑватӑ ҫулсенчи ачалӑха аса илсен, куҫ умне яланах пин-пин сӗвекки-йӳҫеккипе пӗрлех Катя ятлӑ шултра йӑхри талпан, кӗрнеклӗ кушак та шуса тухать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хӑйсем вара, шӗмпӗлтсем (вӗсенчен ытларахӑшӗ икӗ ҫул каялла кӑна Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ ашшӗсен «тимӗр аллисене», ҫемьери йӗркесӗрлӗх, сӑпайсӑрлӑх чиккине, «кӑкарӑҫне» туймасӑр яру ярӑнса ӳснӗскерсем) ял касса, ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫавӑрттарса, арҫуриленсе ҫӳресе, унта ура йӗрлемен, алӑ тӗкӗнмен, «шӑлпа ҫыртса тӗрӗслемен» вырӑн та хӑварман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫав ҫулсенчи пӗтӗм аслӑ стройкӑсен ашшӗ кам?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Кам Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче фашистла Германие ҫапса аркатнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Вӑтам шкулта пухнӑ пӗлӗве тӗрӗслекен экзаменсем тытмалла, чуна ҫывӑх специальноҫа туптама аслӑ шкула вӗренме кӗмелле, ҫӗршыва хӗсметре сыхламалла, ҫемье ҫавӑрмалла — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ, хӑйӗн сехечӗ, хӑйӗн саманчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Марш кӗвви ҫеҫ, чун-хавала мӑнаҫлантаракан ҫунат парса, аслӑ юханшыв ҫийӗн ирӗккӗн, таҫталла, аякка-аякка, палламан инҫетелле йыхӑравлӑн юхса саланать, тӳпенелле ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унӑн кӑкӑрӗ ҫинче 2-мӗш степеньри Аслӑ Аттелӗх вӑрҫин орденӗ, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медальсем йӑлкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Эсир те Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ, фашистсене тӗшӗрнӗ, йывӑр аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Аслӑ ӑрури ҫынсене тимлӗх уйӑрӑр: вӗсемшӗн халӗ эсир юратнине туйни пӗлтерӗшлӗ.

Уделите особое внимание заботе о представителях старшего поколения: сейчас им особенно важно почувствовать вашу любовь.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрне уйрӑмах аслӑ шкулта вӗренекен, экзамен тытакан, тест витӗр тухакан, аттестацие ҫӗнетекен, диссертаци хӳтӗлеме хатӗрленекен ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ.

Текущая неделя особенно важна для Раков, которые учатся в вузах, сдают экзамены, проходят процедуру тестирования, переаттестации или собеседования, должны защитить диссертацию.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗтӗм йывӑрлӑхӗпе нушине тӳссе ирттернӗ хӗрарӑмсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Мы по праву гордимся женщинами, которые прошли все тяготы Великой Отечественной войны.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Полицин аслӑ сержанчӗ Станислав Сергеев тата полицин кӗҫӗн сержанчӗ Тимофей Шаклин арҫынпа ачана служба машинипе пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.

Старший сержант полиции Станислав Сергеев и младший сержант полиции Тимофей Шаклин неотлагательно доставили мужчину и ребенка в больницу на служебной машине.

Инспекторсем чирлӗ ачана пульницӑна ҫитерме пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34515.html

И.Д.Кузнецовпа (Вырӑскасси), Ю.С.Сергеевӑпа (Елчӗк), А.И.Ивановпа (Ӗнел), И.И.Золотниковпа (Аслӑ Елчӗк), Я.А.Андреевпа (Элекҫей Тимеш) тата ыттисемпе пӗрле халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне анлӑн йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутатне суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Вӑл Аслӑ Елчӗк ялӗнче кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

«Кӗрешӳ» мелӗнче тупӑшассинче хӑйсен виҫисенче пурне те ҫӗнтерсе пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине Давид Крысов, Евгений Абрамов (Ҫӗнӗ Пӑва), Роман Иванов (Аслӑ Шӑхаль) хӑпарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Чӑн-чӑн патриотсем, маттурсем ӳссе ҫитӗнччӗр тесе аслӑ пӗлӳ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Вӗсем час-часах вырӑнсене тухса аслӑ классемпе профориентаци урокӗсене ирттернин витӗмӗ пур — специалистсем вӗренекенсене хӑйсен пуласлӑх кун-ҫулне уҫӑмлатма пулӑшаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех