Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асамат сăмах пирĕн базăра пур.
асамат (тĕпĕ: асамат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑх-ха, асамат кӗперӗ! — Атӑл ҫинелле кӑтартрӗ пӗчӗк Полина, — атте теп, атте, ӑшӑ ҫумӑр витӗрех асамат кӗперӗ курӑнать, хитре вӗт, атте?

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӗрре вӑл та, асамат кӗперӗ курӑнсан, лаша ҫине утланса, ун айӗнчен тухасшӑн пулнӑ, анчах ӗлкӗреймен, асамат кӗперӗ пӗтнӗ, сӳннӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тарҫӑра пурӑнакан хӗр, ҫав асамат кӗперрине курсанах, тимӗр кӑвак лаша ҫине утланнӑ та лашине сиккипе чуптарса асамат кӗпере айӗнчен тухнӑ, ҫав самантрах вӑл арҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Асамат кӗперӗ пулсан — асамат кӗперӗ пултӑр эппин, — текех тӳссе тӑраймарӗ те Пуся, ӑна ҫаннинчен туртрӗ.

— Радуга, как радуга, — потеряла, наконец, терпение Пуся, таща его за рукав.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти «Ача чухнехи асамат кӗперӗ» ҫуллахи шкул ҫумӗнчи лагерь воспитанникӗсем «Манӑн ҫемье» темӑпа поделкӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисен шайӗнче ачасемпе кашни ҫемьере пур йӑла-йӗрке ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... rn-3811903

Пӑхать те тавралӑха — тӗлӗннипе хытсах каять: таҫта аякра, тачка та хӑмӑр пӗлӗт ҫинче, ҫичӗ-сакӑр тӗспе асамат кӗперӗ ялкӑшать, курӑксем пурте тумлам шӑрҫасем ҫакнӑ, кайӑксем каҫса кайсах чӗвӗлтетеҫҫӗ, ытармалла мар юрӑ-кӗвӗ янратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

Паҫӑрхи асамат кӗперӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— «Ара, ку таранччен тӗнчери чи шухӑ ача та ҫапла, сан пек, асамат кӗперӗ ҫине улӑхса кайса курман-ха…»

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Алла-аллӑн тытӑнса Вовӑпа Амӑшӗ утаҫҫӗ-утаҫҫӗ — умрах пек асамат кӗперӗ, ҫитме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

«Анне, атя ҫав асамат кӗперӗ урлӑ утса каҫатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл, ачам, асамат кӗперӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Сылтӑм енче — мӑн ҫырмапа Ҫавал хушшинче — асамат кӗперӗ тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куллен-кун: «Эй, Наҫки, вӑрман касма!.. Эй, Укҫине, Канаша тырӑ леҫме!..» — тенисене илтсе вӑрҫӑччен арҫынсем кӑна тунӑ ӗҫсенче терт курса пурӑнакан хӗрсен аллисем хытнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсен пир ҫинчи ӗҫӗсем ҫине пӑхатӑн та хӗллехи шартлама сивӗрех пӳртре асамат кӗперӗ тӗлкӗшме пуҫланине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Председатель тилхепене туртса пырать, Асамат Узинпа тан уттӑр тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Но, кайрӑмӑр, Асамат, чипер юл, Тетей.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Тпру, тӑр вырӑнта, Асамат, — Айдак Тетей еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӑвар евӗр тӗлкӗшет, куҫа асамат кӗперӗ пек илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ҫумӑр урхамахӗн кӑвар пӗкки — ҫичӗ тӗслӗ асамат кӗперӗ — чечексене хӑйӗн ҫӗнӗ тӗсӗсене парнелесе хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Комсомольскинчи «Асамат кӗперӗ» ача садӗнче Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе уяв ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

Куҫ умне чӑнласах тухса тӑрать асамат кӗперӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех