Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

артисчӗсем (тĕпĕ: артист) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫтешне сума суса театр артисчӗсем унӑн вил тӑпри ҫине ҫитсе килнӗ, унта чечек хунӑ.

Почитая коллегу, артисты театра посетили ее могилу, где возложили цветы.

Вера Кузьминан вил тӑпри ҫине чечек хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33258.html

Тӗлпулу вӗҫӗнче Элӗк ен культура ҫурчӗн артисчӗсем Трак тӑрӑхӗн паллӑ поэчӗсен юррисен попуррине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ тӗлпулу // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/tusla-telpulu.html

Элкей Павӑлӗ, П. Осипов пекех, Хусанта вӗренет, кайран университетра врач пулма пӗлӳ илет, музыкӑна ҫав тери юратать, пӗр хушӑ музыкант е тухтӑр пулмалла-ши тесе иккӗленет, Хусанта чӑваш артисчӗсем пухӑнсан, вӗсемпе пӗрле театрта вылять тата ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

— Ҫитменнине, артисчӗсем ӑҫта?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапла, артисчӗсем тупӑнӗҫ-ха чӑваш театрӗ валли, анчах ӑста скрипачсем — ӑҫта-ши вӗсем?..

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сывӑ пултӑр чӑваш театрӗ! — пӗр харӑс кӑшкӑрчӗҫ чӑваш артисчӗсем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халӗ артисчӗсем те сапаланса пӗтнӗ, кружоксем те ӗҫлемеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнта кайса килме чӑваш артисчӗсем кӑмӑлласах килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑс артисчӗсем, спектакль вӗҫне ҫитичченех пӑхса ларнӑскерсем, сцена ҫине хӑпарса, вылякансене ӑшшӑн саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗрте чӑваш артисчӗсем спектакльсем валли хӑйсем декарацисем шыракаласа майлаштарнӑ пулсан, Самарта труппӑн аслӑ режиссерӗ хӑй пыра-пыра пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку спектакле чӑвашсем ҫеҫ мар, вырӑс артисчӗсем те ырларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чаршав умне чӑваш артисчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Максимовпа пӗрле тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑҫта-ӑҫта куҫса ҫӳремеҫҫӗ чӑваш артисчӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паян вӑл ҫуртра пысӑк пуху пулса иртет, пуху хыҫҫӑн чӑваш артисчӗсем пӗчӗк комеди выляса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хулари Панаев садне Хӗрлӗ Ҫара панӑ, унти театрта чӑваш артисчӗсем эрнере пӗрре спектакльсем лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Артисчӗсем тупӑнӗҫ-и? — интересленчӗ Петр Максимович.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халь пирӗн музыканчӗсем те ҫуралман, артисчӗсем те сӑпкара кӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Артисчӗсем те часах тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пухӑннӑ хӑнасене хӑйсен пултарулӑхӗпе Елчӗк районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем кӑна мар, эстрада артисчӗсем те савӑнтарнӑ.

Собравшихся гостей своим творчеством порадовали не только коллективы из Яльчикского района, но и артисты эстрады.

Канмалли кунсенче Елчӗксен ентешлӗхӗ пухӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31405.html

Артисчӗсем пурте тенӗ пекех — рабочисем те социал-демократсем.

Актёры были рабочими, социал-демократами.

Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех