Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та тӳсет, шеремет, хӑй тӗллӗн шӑрпӑк шутласа кӑларса амӑшӗпе асламӑшне, пиччӗшӗпе аппӑшне — пӗтӗм ял-йыша пулӑшас килет-ҫке-ха.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пӗрне хӑй илет, теприне пиччӗшне парать, виҫҫӗмӗшне — аппӑшне.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ашшӗпе вӑл арӑсланпа танлаштарать, амӑшне ӑмӑрт кайӑкпа, пиччӗшне — пӗрхӗтпе, инкӗшне — илӗртӳллӗ хӗрарӑмпа, аппӑшне — акӑшпа, йӑмӑкне — йӑпӑртанпа.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Юлашки хут курни нумай та пулмасть: пысӑк аппӑшне, Ҫимун арӑмне, пытарма Иванӗпе пӗрлех Ҫӗпӗре кайса килнӗччӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Натюш аппӑшне ӑнланчӗ.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Матӗрне килне-ҫуртне, пахчине, выльӑх-чӗрлӗхне аппӑшне парса хӑварчӗ те Хусана тухса килчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михаҫ «салтак» дамбӑпа чупнӑ чухне амӑшӗпе кӳршӗри Урине аппӑшне асӑрхарӗ.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Тӗрмере ларакан Ваҫиле вырӑнне унӑн аслӑ аппӑшне Уканене суйларӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӑн малтан хунямине кӑларса ывӑтрӑм, унтан арӑмӑн аппӑшне пусма ҫинчен чикелентерсе антартӑм, анчах арӑм тенине ним тума та ӗлкӗреймерӗм — икӗ милиционер пырса та ҫитрӗҫ, хуняма чӗнсе пынӑ вӗсене…
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Эп ҫук чух манӑн ытарайми арӑм таҫтан мурӗнчен хӑйӗн амӑшне, аппӑшне тата… икӗ арҫын ача илсе пынӑ — пӗри ҫиччӗре, тепри пиплӗкре.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Малтанхи вӑхӑтра, кил-йыш саланиччен, хӑй вырӑнне арӑмне е аппӑшне хӑвара-хӑвара ялсем тӑрӑх ҫӳренӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Игнат Петрович аппӑшне, Варуҫҫие, судран суда сӗтӗрме пуҫларӗҫ, вӑт еплерех шӗвӗртни сиксе тухрӗ!
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пӗрремӗш урок вахӑтӗнче Настя, таҫта «камчаткӑра» лараканскер, пӗрмаях йӑмӑкӗ ҫинчен шухӑшларӗ, лешӗ вара аппӑшне курма текех хыҫала ҫаврӑнкаларӗ.
Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574
Тепӗр кунне Каюров тата ҫӗр тенкӗ юлташӗсенчен илчӗ те аппӑшне почтӑпа ярса пачӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Макар, вӑкӑр пек вӑйлӑскер, пушӑ вӑхӑтра пристаньре, вокзалта грузчик пулса ӗҫлет, илнӗ укҫине хӑйшӗн тӑккаламасть, нумай ачаллӑ аппӑшне яла ярса тӑрать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Самаях хӗрнӗ Кулькка хальхинче сӑра чейникӗсӗрех чупса тухрӗ. йыснӑшне ыталарӗ, аппӑшне ҫупӑрларӗ.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Юлашкинчен вӑл хӑйӗн кӑмӑл-шухӑшие Анук аппӑшне каласа пачӗ, хӗре ларма чӗнсе килме ыйтрӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хӑйӗнчен ҫамрӑкрах йӑмӑкне каласа пачӗ, лешӗ — тепӗр аппӑшне.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тутлӑ ыйхӑран вӑратнӑшӑн ӳпкелесе илчӗ Натюш аппӑшне.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл Хирти Пӑвана ашшӗпе пӗртӑван аппӑшне леҫме кайнӑ та халӗ пушӑллах килне таврӑнать.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.