Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апатчен (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Авантарах вырӑн шыраса тупас та апатчен ыйха тӑсас», — шухӑшласа илчӗ вӑл.

«Нужно выбрать местечко поукромнее — тут же решил он. — А там и завалиться на боковую до обеда».

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Тухтӑр ҫуртне каҫхи апатчен те тата апат хыҫҫӑн та вӑрттӑн сӑнамалла турӑмӑр.

Было решено следить за домом врача до и после ужина.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

— Эпӗ кӑтартса ҫӳрекенни пулам, — терӗ Стрепетов кулса, — каҫхи апатчен пӗтӗмпе йӗркерен пӑхса тухма ӗлкӗретпӗр.

Стрепетов взял на себя шутливую роль руководителя прогулки: — До ужина мы все по порядку успеем осмотреть, — говорил он.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

Ирхине килнӗ хӑнасем ҫакна асра тытмалла, ҫавӑнпа кӑнтӑрлахи апатчен чылай малтан сывпуллашса тухса каймалла.

Об этом должны помнить как хозяева, так и гости, которые покидают дом задолго до обеда.

7. Хӑнара // .

Ултӑ кун хушши вӑл хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пиллӗк пӑтлӑ михӗсене лав ҫинчен пӑрахут ҫине йӑтать, а ҫиччӗмӗшӗнче кӑнтӑрлахи апатчен пулӑ тытса ларать, кӑнтӑрла пуҫласа каҫченех вара тулта канса ларать.

Шесть дней он переносит пятипудовые мешки на своих плечах с телег на суда, а в седьмой — до обеда удит, а с обеда до вечера кейфует и наслаждается отдыхом.

Гимназие вӗренме кӗни // .

Кашни пӑнча кунне 1 хут апатчен 30 минут маларах е апат хыҫҫӑн 1 сехетрен шӗвӗр е вӑта пӳрнепе сехет йӗппи куҫнӑ май сӑтӑрса 20-шер ҫеккунт массаж тумалла.

Куҫарса пулӑш

Пепкене пулӑшмалла // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.03.06

Пурпӗр кӑнтӑрлахи апатчен каялла ҫаврӑнса килме пулать.

Можно успеть до обеда вернуться обратно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Килӗнче вӑл суйнӑ: ирхи апатчен Санинпа уҫӑлса ҫӳретӗп те вара магазина каятӑп, тенӗ.

Дома он солгал: сказал, что погуляет с Саниным до завтрака, а потом отправится в магазин.

XXVI // .

Санин унпа кӑнтӑрлахи апатчен тата апат хыҫҫӑн та вылярӗ.

Санин играл с ней до обеда и после обеда.

XIX // .

«Ан чӑрмантарӑр мана, — кӑнтӑрлахи апатчен ман куҫ тӗлне пулсан хӑлхӑрсене пӑратӑп», — терӗ.

И не мешать ей, а если мы до обеда еще раз попадемся ей на глаза, она нас выдерет.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Ирхи апатчен эпӗ «Апостолсен ӗҫӗсене» вуласа лартӑм, вунҫиччӗмӗш сыпӑка; астумасӑр, кӗсьене Евангели вырӑнне кашӑк чиксе хума пултарнӑ…

Перед завтраком я сидел и читал «Деяния апостолов», главу семнадцатую, и, должно быть, нечаянно положил в карман ложку вместо евангелия…

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Ирхи апатчен вӑхӑт пӗр сехете яхӑнахчӗ, эпир вӑрмана кайса килме шутларӑмӑр.

До завтрака оставалось, должно быть, не меньше часа, и мы пошли в лес.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // .

Эпӗ ирхи апатчен кӗтмерӗм, темшӗн ҫиес килмерӗ.

Я не стал дожидаться завтрака: что-то аппетит пропал.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // .

Кӑнтӑрлахи апатчен тата пӗр сехет.

До обеда час.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Вӑл, хӑйне апатчен ларма ыйтнине пӑхмасӑрах, тухса кайрӗ.

Он ушел, несмотря на уговоры остаться обедать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // .

Ирхи апатчен сехете яхӑн юлнӑ; сывлӑмлӑ ир вырӑнне кун шӑрӑхланма пуҫланӑ.

До завтрака оставалось около часа; росистое утро уже сменялось горячим днем.

XXVI // .

Анна Сергеевна кӑнтӑрлахи апатчен тухса курӑнмарӗ.

Анна Сергеевна до обеда не показывалась.

XVIII // .

Ирхине шӑп сакӑр сехетре пӗтем общество чей ӗҫме пуҫтарӑнать; чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн ирхи апатчен кашни мӗн тӑвас тенӗ — ҫавна тӑвать: хуҫи приказчикпа (имени оброк ҫинче пулнӑ), кил пӑхаканпа, аслӑ ключницӑпа ӗҫлет.

Утром, ровно в восемь часов, все общество собиралось к чаю; от чая до завтрака всякий делал что хотел, сама хозяйка занималась с приказчиком (имение было на оброке), с дворецким, с главною ключницей.

XVII // .

Княгиньӑпа хӗрӗ кӑнтӑрлахи апатчен ҫур сехет маларах пычӗҫ; карчӑкӗ эпӗ пӗлнӗ симӗс платье ҫийӗн сарӑ шел тутар уртса янӑ, пуҫне кивелнӗ, вут тӗслӗ лентӑсемпе эрешленӗ ҫӳхе калпак тӑхӑннӑ.

Княгиня с дочерью явилась за полчаса до обеда; старуха сверх зеленого, уже знакомого мне платья накинула желтую шаль и надела старомодный чепец с лентами огненного цвета.

VI // .

Темле диакӑн арӑмӗпе пӗр ҫуртра пурӑнакан судьяран тата тӑн-пуҫлӑ, анчах кунӗпе: апатран пуҫласа каҫчен, каҫран пуҫласа тепӗр апатчен ҫывӑракан городничийран ҫеҫ тӑракан ушкӑна офицерсем хаваслӑх кӗртрӗҫ.

Офицеры оживили общество, которое до того времени состояло только из судьи, жившего в одном доме с какою-то диаконицею, и городничего, рассудительного человека, но спавшего решительно весь день: от обеда до вечера и от вечера до обеда.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех