Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, эс ҫук чухне килсе кӗр те, анчӑка ҫатӑрласа тытнӑ пек тытса, ачана ҫавӑрса ҫап хӑть, хӑть хама какӑртса хӑвар.
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Ашшӗ-амӑшне итлемен ачана ҫуралнӑ-ҫуралманах анчӑка ҫавӑрса ҫапнӑ пек ҫавӑрса ҫапмалла тумалла пулнӑ та ҫав ҫӳлти турӑн, темме апла туман?
Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Анчӑка старикпе карчӑкӑн мӑнукӗ хыҫнелле шутарма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, вӑл пӗр-ик хут вӗрсе те илчӗ, темрен-ҫке ури ҫакланнӑ, кӗрӗс-мерӗс ҫӗре персе анчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Вӑл йӑпӑр-япӑр анчӑка ярса илчӗ те ӑна тӳрех сцена ҫине кӑларма пикенчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Ан сик, татӑк хӳре! — анчӑка патакпа хӑраткаласа, ҫенӗкелле шуса кӗрсе кайрӗ Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл каткана сарайран анатарах йӑвантарса куҫарчӗ, ӑшне курӑкпа шӑлса типӗтрӗ, унтан катемпи ҫинчен сӳсе илнӗ кӗпене катка ӑшне тирпейлӗн сарчӗ те анчӑка унта янӑ хыҫҫӑн, амӑшӗн те йӑвана кӗрсе выртасса кӗтсе илсе, пахчаран тухрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кӑштахран Анатолий Семенович чӑнах та анчӑка йӑтрӗ те, амӑшне ертсе, пахчаран тухрӗ, тепӗр виҫӗ минутран ҫитес ҫӗре ҫитрӗ те.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унтан вӑл анчӑка пальто ӑшне чикрӗ те унпа пӗчӗк ачапа сӑмахланӑ пек калаҫса пычӗ:
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Анчӑка тулаштарас мар тенӗн, ҫил ҫӗкленет те хут татӑкне аяккалла вӗҫтерсе каять.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кӗреҫҫӗ шывне, анчӑка евӗрлесе мӑкӑлтатаҫҫӗ, шапа ишши тукалаҫҫӗ, хур аҫисем пек шампӑлтатаҫҫӗ: хулӑн пӳ-силлӗ, питне-куҫне ик-виҫӗ хутлам хупланӑ, латака генерал ку енче, вӗшле йытӑ пек ҫинҫешке, хӑмла шӑччи пек тӑсланкӑ адьютант — тепринче.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Эпӗ ухӑпа янӑ ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳлти палубӑна ҫиҫтерсе хӑпартӑм та, хашки пулнӑскер, ҫамка ҫинчи сивӗ тара шӑла-шӑла, анчӑка вӑйратнӑ куҫӑмпа пӑрахутӑн хыҫалти карлӑкӗнчен ытамларӑм, куратӑп: «Шурӑ пӑнчӑ» дебаркадер ҫинчен санкӑлт-санкӑлт чупса тухрӗ те ҫаплах шӑнкавлӑ, шултра хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе тӑвалла вӑркӑнчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Калӑр-ха, тархасшӑн, Эсир паян ҫак ҫурт таврашӗнче ӑнсӑртран шурӑ анчӑка асӑрхамарӑр-и? — шуйхӑнчӑк, пусӑрӑнчӑк саспа сӑмах вӑлтса ыйтрӑм эпӗ хӗрарӑмран.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Эпӗ анчӑка шыраса тупма шутларӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ача-пӑча сачӗ тӗлӗнче пире вӗтӗр-шакӑр ачасем хупӑрласа илчӗҫ (ун чухне анӑҫри хӗвел урисене йӗркеллӗ тӑсса яма та ӗлкӗрейменччӗ-ха): анчӑка хӑшӗ ачашлать, хӑшӗ чуп тӑвать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Шурӑ пӑнчӑ» — ҫапла ят патӑм эпӗ халь анчӑка — ӑшра савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, ман тавра ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупкалать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Малтанах аманнӑ куҫӗнчи куҫҫульне асӑрхануллӑн шӑлса илтӗм, вара анчӑка, майне кӳтерсе, пӗтӗмӗшпе ҫума пуҫларӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫыранран пӗр-ик утӑм шаларах шыва кӗрсен, анчӑка Атӑлӑн хӑйӑрлӑ тӗпӗ ҫине антарса тӑратрӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Анчӑка ҫӗклерӗм те Атӑл ҫыранӗ еннелле утрӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗр-пӗрин патне пите-питенех тӑрасла ҫывхарсан, куклентӗм те, кушӑрканӑ аллӑмпа кӑштӑрка ҫӑмӗ май шӑла-шӑла, кӑмӑлне тӳлек те тату кӳрсе, анчӑка пуҫӗнчен те ҫурӑмӗнчен ырхаҫлӑн ачашла пуҫларӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Анчӑка курсан, вӑрӑ, кӗсьене ухтарма пӑрахса, манӑн чыса та уявсене тӑхӑнакан тӗксӗм кӑвак кӗпене хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ те, хул хушшине хӗстерсе, аяккалла тапса сикрӗ.