Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анчахрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи ҫӗр вӑрӑма пымасть: анчахрах хӗвел анӑҫ тӗксӗмленнӗччӗ, тухӑҫ хӗреле те пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Анчахрах мӗнлерехчӗ…

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

Анчахрах сип-симӗс ешерсе ларатчӗҫ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Унта, анчахрах туса пӗтернӗ ҫурт ҫумӗнче, самай ҫӳллӗ пусма картлашки пур.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хӑй те анчахрах ачаччӗ вӗт-ха!

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Анчахрах пӑтӑ ҫирӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чим, анчахрах вунҫиччӗ-вунсаккӑрта марччӗ-и, ара?

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Анчахрах мунча хутса ывӑлне милӗкпе «хӗненӗччӗ» Ҫтяппан Кӗркурийӗ, сакӑр-тӑхӑр кун иртет-и, иртмест-и — каллех мунча…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Эсӗ, ачамккӑ, итлеми пулсах пыратӑн, — тет, анчахрах хутса янӑ кӑмакари пуленкесене турчӑкапа тӗрткеленӗ май.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Акӑ, сарӑ чечекӗм, эпӗ те анчахрах сан пекчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» ятпа анчахрах кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Хӗрлӗ Ҫар валли хӗҫпӑшал тума 50000 тенкӗ укҫа пухса панӑшӑн вӑрманпромхозра ӗҫлекенсене Сталин тав туса янӑ телеграммӑна анчахрах пӑхса лартӑмӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчахрах йӗркеленӗ музыкӑпа драмӑ театрӗ кӗске вӑхӑтрах халӑха виҫӗ оперӑ кӑтартрӗ, ҫав шутра «Шывармань» ятлӑ чӑвашла оперӑна та ӑнӑҫлӑ лартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

- Эпӗ культура ӗҫне анчахрах тытӑнтӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Анчахрах акӑ мӗн пӗлтӗм: ҫав хӗрарӑм ку еркӗнне те пӑрахнӑ, халь больницӑра вилес пек выртать тет, темле им-ҫам ӗҫнӗ тет-и?

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӗчӗ, анчахрах сунӑскер, сивӗнмех ӗлкӗреймерӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫанталӑк анчахрах шӑнтнӑ пирки ҫул тумхахлӑ, пушмакпа утма кансӗртерех.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Родион Караньялов вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мӗнлерех паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен пирӗн ял ҫыннисем анчахрах пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав хушӑрах вӑл хӑйсен анчахрах лартнӑ пӳртне тул енчен чус, шал енчен типӗ штукатурка ҫапрӗ, хапхине кӑвак сӑрӑпа сӑрларӗ, ҫӗнӗрен мунча турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Хваттере Липа ашшӗн тусӗн кӗҫӗн ывӑлӗ Эдик, Лина ҫуралнине таҫтан пӗлнӗскер, анчахрах шанчӑклӑ мар вырӑнтан таврӑннӑскер, тусӗсемпе кӗпӗртетсе кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех