Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Вӗҫен кайӑксен ҫунат пур, — тесе шухӑшларӗ вӑл, тӑнлавӗсем тӑрӑх вӗри куҫҫулӗ юхса аннине туйса, — вӗсем инҫете вӗҫме пултараҫҫӗ.
Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Самантранах, хамӑр пӳлӗме кӗнӗ чух, эпӗ алӑк шалтлатса хупӑннине, Софья Михайловна крыльца ҫинчен чупса аннине илтрӗм.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӗнсе хыҫне малтанхи шыв тумламӗсем юхса аннине туйса, эпӗ лӑпкӑн кӑна малалла калаҫма тытӑнтӑм:Чувствуя, как за шиворот пробираются первые холодные струи, я спокойно продолжаю разговор:
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑн чухне эсир епле тӗшӗрӗлсе аннине тата епле хӑраса ӳкнине ниҫтан та манаймастӑп-ха эпӗ!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳлте мӗн пулса иртнине питех те пӗлес килнипе вӑл пусма умӗнче чарӑнса тӑчӗ, ҫав самантрах ҫӳлтен Розка ыткӑнса аннине курчӗ, чупнӑҫем кӑшкӑра-кӑшкӑра илет лешӗ:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кунта вӑл лӑпкӑ чунпа, нимӗн шухӑшсӑр ҫӳретӗр, шыва кӗтӗр, ҫак ҫыранта тӑтӑр, хӗвел аннине сӑнатӑр, тесе ӗмӗтленнӗ эсӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Эпӗ Лелюковӑн алли чӗтренине тата кӗпи ҫанни тӑрӑх тӗксӗм те шаннӑ мӑкӑнь ҫеҫки пек хӗп-хӗрлӗ курӑнакан йӗр тӑсӑлса аннине асӑрхарӑм…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Альмендингер, е хӑйне ӑна «хура вюртембержец» тесе ят панӑскер, хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартакан мӗн-пур фортификациллӗ рубежӗсем ишӗле-ишӗле аннине курсан, ҫарӗсене пӑрахса «оппель» ҫине ларнӑ та, Бахчисарай районӗнче тин тӑна кӗнӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем пӗр сарлака та пысӑк ҫын пӑравуса хирӗҫ чупнине, кайран тусем йывӑррӑн кисренсе илнине, ҫав вӑхӑтрах пӑравус та, вагонсем те сывлӑшра ҫаврӑнса илсе, ту аяккине ҫапӑнса, ҫыххине салтнӑ сосискӑсем евӗр саланса, тӗпсӗр ҫырмана йӑваланса аннине анчах курса юлнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Халь вара эпӗ шултра куҫҫуль тумламӗсем ватӑ салтакӑн ҫилпе кушнӑ пичӗ тӑрӑх юхса аннине куртӑм…
Мария // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 211–218 с.
Нимӗҫсем темиҫе хутчен автоматсемпе персе илнине хамӑр салтаксем те илтнӗ, ватӑ разведчик аллисене сарса пӑрахса, юр ӑшне тӑрӑнса аннине те курнӑ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Аслати ҫара йывӑҫсем ҫине инҫетрен кӗрлесе аннине илтсен, сирӗн аҫу та ҫав аслати ӑшӗнче тесе шутлӑр.Если услышите, как издалека гром на голые деревья рушится, то считайте, что и татко ваш в том громе…
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем тусем ҫинчен аннине эпир Казаковпа иксӗмӗр чи малтан асӑрхарӑмӑр.Мы с Казаковым первыми их заметили, когда они с гор спускались.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Самолёт мӗн пирки ҫӗмӗрӗлнине тӗрӗслесе палӑртакан комисси материалӗсем тӑрӑх, Байкал кӳллине ӳксен, самолёт малтан пӑр ҫине йӗлтӗрсен вӗҫӗпе тата пропеллерӗпе ҫапӑннине чухласа илтӗм (ҫакӑ вӑл самолет ҫӗр ҫинелле чӑнкӑ аннине кӑтартса парать).
Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫак самантрах сӑнавлӑрах ҫынсем, халиччен салтакра пулнӑскерсем, самолёт ҫумӗнчен темӗнле япаласем татӑлса аннине асӑрханӑ та: — Бомбӑсем ӳкеҫҫӗ! Выртӑр!.. — тесе кӑшкӑрса янӑ.
Манӑн пирвайхи «вӗҫӳ» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Джемма чӳречесене хупрӗ те Пӑван хӗвел аннине ан куртӑр тесе чӳречесене карчӗ, унтан тепӗр чӳрече патӗнчи сӗтел патне куҫса ларса ҫӗнӗрен ҫыхма пуҫларӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кӑнтӑрла сулӑнсан эпӗ яланах пӗччен выртса хӗвел аяларах та аяларах аннине асӑрхаттӑм…После полудня я обыкновенно лежал один и с ужасом следил, как солнце опускается все ниже и ниже…
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ахӑртнех, калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа киленнӗ ӗнтӗ ҫак ҫулҫӑ, хӗвел тухнине те, хӗвел аннине те, ҫумӑра та, ӑшша та каҫса кайса юратнӑ, шӗшкӗ туратти ҫинче кун курма пӳрнишӗн ытлӑн та ҫитлӗн хӗпӗртенӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫатансемпе палисадсем урлӑ, пӳрт умӗсемпе алӑксем умӗнчен ял ҫыннисем нимӗҫсем урам тӑрӑх аннине пӑхса тӑчӗҫ.Из-за плетней и палисадов, с призб и порогов смотрели сельчане вдоль улицы.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Каласчӗ-ҫке хӑй шыва мӗнле персе аннине.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.