Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анма (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шавласа-кашласа авӑнакан йывӑҫ вулли тӑрӑх хӑвӑрт анма пуҫларӗ, кӗҫех чикмеке тӑратса хунӑ вырӑна та ҫитрӗ, анчах хӑватлӑ ҫил ӑна хӑйӗн куҫа курӑнман аллисемпе айккинелле ывӑтса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗлке пӑлханма тытӑнчӗ: ҫил тата хытӑ вӑйлансан, йывӑҫ тӑрри, йывӑрӑша чӑтаймасӑр, хуҫӑлса анма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑнтӑр кунӗнчех урампа киле анма аван мар пек темле, — шӑллӗ куҫӗсенчен пӑхрӗ тетӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑҫал ҫӗнӗрен купалаттармасан, хӗл кунӗнче ишӗлсе анма та пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан вашт! ҫеҫ ҫӗре сиксе анчӗ, аллинчен тытса Хветута анма пулӑшрӗ, хӑй тулли миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те савнӑ тусӗ пурӑнакан уксах Усли патнех ҫитерсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Зоя Сергеевнӑна сулахай аллинчен ачашшӑн тытса, крыльца ҫинчен анма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тархасшӑн, хаклӑ хӑнасем, пӳртелле иртӗр, паҫӑрах кӗтетпӗр, — текелесе хӑнасене ҫуна ҫинчен анма пулӑшасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑкӑр ачине лайӑх чӗркесе тытнӑ амӑшне анма Сергей пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван, хӑнӑхнӑ йӑлипе, ларкӑч ҫинчен вашт ҫеҫ сиксе, хуҫи патне пычӗ, анма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, хӑвӑрт хуҫи патне пырса, ӑна ҫатан урапа ҫинчен анма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӑтартам-ха сире ӑҫтан хӑш япала илмеллине, — терӗ те вӑл крыльца ҫинчен анма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, атте, кушак пулӑ тытрӗ! — тесе, Вова унта анма тӑчӗ, анчах ҫав хушӑра ӑна Сергей аллинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗрпӳрт, Чӑвакай текен ҫырмасенчен, ҫавӑн пекех ытти ҫырма-ҫатрасемпе вар-улӑхсенчен те ҫурхи шыв анма пуҫласан, пӑр хӑвӑрт кӳпчесе хӑпарма пуҫлать, юлашкинчен, ҫиллине шӑнараймасӑр, унтан та кунтан ҫатӑртата-ҫатӑртата ҫурӑлма пикенет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтан крепость тулашӗнче, варарахпа йышлӑ картишсенче йӗтресем ҫурӑлма тапратсан хан кӑвакарса кайрӗ, пусма ҫинчен анма та аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн ял ҫыннисем умлӑ-хыҫлӑ анма, пӗрерӗн те икшерӗн пуҫтарӑнма тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пур пеккине те Иван патша Астрахань патне анма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшамартан хӑйне кӗтсе илме тухнӑ княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем патне ҫитсен хан утне чарчӗ, ут ҫинчен анмасӑр кӗтсе илекенсене те утсем ҫинчен анма хушмасӑр пуринпе те ыталашса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пусма тӑрӑх утса анма ун вӑй юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куратӑп-ха, — терӗ стариксенчен пӗри асӑрханса картлашка ҫинчен анма тытӑнса.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн хурӑн хулли те, хӑва хулли те нумай, Атӑл тӑрӑх сулӑ тусах илсе анма пултаратпӑр, — терӗ аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех