Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисене (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем хушӑра картиш варне тӑрантас кӳлнӗ лаша килсе тӑратрӗҫ, тем хушӑра аллисене каялла ҫыхнӑ Эрхипе унтерпа юнашар тӑрантас ҫине йӑтса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Выртнӑ-выртманах аллисене сулкаласа юрра яра пачӗ Сантӑркка, темле ӗҫкӗре темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки аллисене ывӑлӗ патне тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пиҫиххине салтса илсе, аллисене каялла ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, аллисене малалла тӑсса, аслашшӗ патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, кӑмӑлӗ хумханнипе хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр, аллисене Матӗрне хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ аллисене вырӑн анлӑшӗпех саркаласа ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл чӗтревлӗ аллисене янахӗ тӑрӑх шутарса антарчӗ, вӗсем те ҫап-ҫарах.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ухмаха ернӗ пек ҫӳҫне тӑпӑлтарасшӑн аллисене пуҫӗ ҫине хурсан, ӑна тепӗр кӗтменлӗх ҫапса хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, сӗтел хушшинчен тухса, тайкалана-тайкалана Ҫтаппан патне пычӗ те аллисене ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Леонид хӑй ҫинчи утияла кӑкӑр таран уҫнӑ-сирнӗ те аллисене саркаласа хурсах хуп турттарать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл ывӑлӗ патне сиккелесе пырса ун ҫине уртӑнчӗ тет те часах аллисене, пушатнӑ сӳсмен пӑявӗ пек, лӑштӑр ярса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ, тет — илтӗнчӗ хӗрарӑмсем хушшинче тӑракан Мархва сасси.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Сумкӑран пушаннӑ Вӗҫелис аллисене ирӗклӗн сулласа пырать, кун пек утма чылай ҫӑмӑлрах.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кантӑк патӗнчи кравать ҫинче, аллисене пуҫ айне хурса, маччаналла пӑхса, Артем Тарасов монтер выртать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Каччӑпа хӗр фонтан патне пырса тӑрса аллисене йӗпетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

(Аллисене сӑтӑркалать.)

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ак тамаша, тем курса тӑрӑн пурнӑҫра! — аллисене шарт! ҫапрӗ Сехенер, унтан тулалла ҫӗмӗрен пек тухса вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

— Эх, Ҫӗпӗр вӑрманӗ вӑл… — аллисене саркаласа кӑтартрӗ Хӗрӳ Хӗветӗр, — пирӗн вӑрман-и!

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иккӗшӗ те пӗр-пӗрин аллисене хыттӑн чӑмӑртарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эп пырса ҫитнӗ чухне хӑва тӗмӗ ҫумӗнче ларатчӗ, пиҫсе кайнӑ аллисене сӑмса шывӗпе сӑтӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех