Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте тулли кӑмӑлпа ӗҫе пикенсе хӑйсен аллипе илемлӗ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.
Ӑсталӑх класӗ иртрӗ // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d3%91%d1%8 ... %80%d3%97/
— Кай, — аллипе хӑмсарса илчӗ Кирилл.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Тем ытлашшине каласа ярасран тенӗ пек Денис ҫӑварне аллипе хупларӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Пӗтӗмпех лайӑх пулӗ, — куштӑрканӑ аллипе ачашларӗ Кирила пуҫӗнчен.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Пиншак хыҫӗнчи тӳрӗ патак пек япалана аллипе хыпаласа аннӑ май йывӑҫ приклада асӑрхарӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Куҫҫульне аллипе шӑлса типӗтсе салтӑнмалли пӳлӗме утрӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Нихӑҫан хупӑнма пӗлмен ҫӑварне аллипе хупланӑ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Пӳлӗмри сӳнтеркӗче аллипе хыпаласа пусрӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Унӑн сылтӑм аллипе ури те ӗҫлемеҫҫӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Хӗрринерех пӑрӑнса йӗплӗ пралук карнӑ пахча юпине аллипе ярса тытрӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Лешӗ курпунлӑ пысӑк сӑмсине аллипе хыҫса илчӗ.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Юлашкинчен, шнурокӗсене ҫыхкаласа пӗтерсен, пукан хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ те, хырӑмне ик аллипе ыталаса илсе, тепӗр пилӗк минут хушши сывлӑш ҫавӑрса ларчӗ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Дружина штабӗн начальникӗ, вӑрҫӑра сылтӑм аллине ҫухатнӑскер Чапаевӑнни пек уссийӗсене сулахай аллипе пӗтӗркелесе илчӗ те ҫамрӑксем тытса килнӗ «нарушителе» куҫӗсемпе шӑтармаллах пӑралама тытӑнчӗ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
— О-о, ҫук-ҫук, Энтрее юрамасть, юрамасть, чирлӗ вӑл, тухтӑрсем те хушман, ӗҫсен вилсе кайӗ тата, мур! — ик аллипе харӑс сула-сула илнӗ Энтрей арӑмӗ.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Унтан тӳшек сакки хӗррине ҫуммӑн ларнӑ тантӑшӗсене сивӗ аллипе ыталаса илчӗ…
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Укахви, вучах умне ларса, сывӑ аллипе ҫӳҫ турарӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Хӗрарӑм аллипе хӑлаҫланса кӑшкӑрчӗ ҫакна.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Укахви хӑвӑрт Коля ҫине пӑхса илет те — аллипе хапха юпине сӑтӑркалать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Эх, Саня! — Сухви икӗ аллипе те Саньӑн ҫӳҫне якатрӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗрарӑм, ачине йӑтса, Саня патнех ҫывхарчӗ те пӗчӗк ачан сылтӑм аллипе Саньӑна хулӗнчен ҫапрӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.