Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акса (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулта пӗтӗмпе 550,7 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тӗрлӗ ӳсен-тӑран культурине акса хӑварма плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Хальхи вӑхӑтра кунне ҫӗр ӗҫченӗсем 8 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тыр-пула е тата ытти культурӑсене акса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑри хуҫалӑхсенче 161,1 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тыр-пула акса хӑварнине пӗлтернӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗм уйсене акса хӑварасшӑн».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Тӗрӗс акса хӑварасси пирӗн ака лаптӑкӗсен структурисене тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кластер тӑвасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60719

Победа» ОООра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене (пурӗ 530 гектар) агротехника ыйтнӑ вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа акса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза акаҫҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d1%8 ... 0%b0cce-2/

План тӑрӑх, 35 000 гектар ҫу тумалли культурӑсем акса хӑвармалла, пӗтӗм хушма хуҫалӑхсемпе пӑхсан 19 000 гектар ҫинче ҫӗрулми лартмалла, сахӑр чӗкӗнтӗре тата ытти культурӑсем те».

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Тӑрӑшса ӗҫлесен икӗ эрне хушшинче акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Сана эп ача-пӑчана ӑҫта кирлӗ унта акса ҫӳреттерместӗп.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кунта асфальт ҫинче тырӑ акса тӑваймастӑн, — пӑшӑрханнӑ пекрех калаҫрӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Акционерсен обществинче тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 1017 гектар, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 1192 гектар акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлӗ йӗркеленӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... b5%d0%bde/

— Ули вӑл кӗркунне акса хӑварнӑ ыраш, — тет урӑх йӑх ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӗсем, вӑрман уҫланкисенче ҫӗр алтса, ҫуртырри акса тума пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвапине каснӑ чухне, — пӗлтерчӗ вӑл пурте илтмелле, — «Аҫу пек ҫирӗп те вӑйлӑ, ӗҫчен пул, тырпул акса тума та, аллунта пуртӑ тытма та, выльӑх-чӗрлӗх усрама та, тӑшманпа кӗрешме те пултар. Патька-патша пек ӑслӑ, пархатарлӑ, ҫынсемпе тарават, ырӑ кӑмӑллӑ пул. Вӗсем сан ҫинчен ӗмӗр ырӑ сӑмах кӑна калаччӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акса пӗтерсен вара вӗсем Ҫӳлти турӑ пекех уява пуҫтарӑннӑ, акапуҫӗ ҫӗр-аннене качча илнине, хӑй вӑрлӑхне ӑна панине чысласа ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫ тупма, каярахпа ҫӗр-анне кӑкӑрӗ ҫине вӑрлӑх акса тырпул туса илме вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ пирӗн ун ҫинчен мар, лайӑх акса хӑварасси ҫинчен шухӑшламалла…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫал ЯХПК ӗҫченӗсен 600 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 80 гектар куккурус, 70 гектар люцерна акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Кӗрхи культурӑсем иртнӗ ҫул 260 гектар ҫине акса хӑварнӑ, вӗсем лайӑх хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Вӗсен 809 гектар ҫине пӗр чӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, 70 гектар куккурус акса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех