Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре эпир Боцманпа ҫамрӑксем Шайман Санюк тетесен умӗнчи хурӑн айӗнче пуҫтарӑннине пӗлтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Атте-анне пире унталла та кунталла яма тӑрӑшмастчӗ, анчах эпир ҫуркунне ҫырма ҫамкисем типсен «пугачпа» пеме, кӗл айӗнче ҫӗр улми пӗҫерме кайкаласа килеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Хӑмаран тунӑ йывӑҫ пӑшалсемпе кӗрт айӗнче траншея тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Вӗсен айӗнче тем сарлакӑш лаптӑкра утмӑл турат ешерет, чечекрескерсем кӑн-кӑвак ҫуталса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васелисӑпа Татьяна шкул килкартинчи сарлака вулӑллӑ лаштра тирек айӗнче сӑмах ҫапса тӑракан вӗрентекенсем патне пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӗпе айӗнче йӑтса килетӗн ак, чӗрҫӳ ҫинче сиктерме пуҫлатӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Старик мӗнле пурӑнать-ши ҫӗр айӗнче? — чӗтренсе тухакан сасӑпа ыйтрӗ Гена.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ял хапхинчи йӑмра айӗнче хӗреслетсе ал шӑлли — парне ҫакнӑ арҫын Ванька чӑсакан купӑс ҫеммипе ура хуҫса ташлани тата ташлаканӑн куҫӗсенче куҫҫуль шӑрҫаланни кӑна асра ҫирӗп тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Нӳрӗк ҫӑтса мӑнтӑрланнӑ ҫӗр ура айӗнче ҫемҫен путать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Ваҫлей пеккисем ура айӗнче йӑваланса выртмаҫҫӗ, кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн вӗсене…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫапах тӑвӑр ӑна ҫӗр айӗнче, ҫиеле, ирӗке тухасшӑн тӑрӑшать, вӑйне парать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Самаях ӳснӗ, тӗллӗн-тӗллӗн сарӑхма тытӑннӑ курӑк ура айӗнче чӑшӑл-чӑшӑл тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗҫелис ҫырусене кравать айӗнче ларакан хура чӑматанне чиксе хучӗ…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Вашилов юлташ, ӗҫ йӗркелӳ инструкцийӗпе ҫынсене тиев-ҫӗклем айӗнче ӗҫлеме юраманнине пӗлетӗр вӑт.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр самант ура айӗнче мӗн пуррипе ҫуккине те туймарӗ тейӗн…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Паянхи пек тавлашуллӑ мар чухне вӑл, паллах, айӗнче кайӑксем вӗҫекен ригель тӑрӑх пӗр утас та тумӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Алтарь вырнаҫнӑ пайра балдахин айӗнче колоннӑсем ҫинче Алайош Штробль кӳлепеҫӗ хатӗрленӗ Сӑваплӑ Стефан статуйи пур; йӗри-тавра бронзӑран тунӑ пилӗк барельеф вырнаҫнӑ, вӗсем ҫинче унӑн пурнӑҫне сӑнласа ӳкернӗ.

В алтарном пространстве под балдахином на колоннах находится статуя Святого Стефана, выполненная скульптором Алайошем Штроблем; вокруг расположены пять бронзовых барельефов, на которых изображены сцены из его жития.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Чейӗ-сахӑрӗ, пусми-таварӗ — йӑлтах ал айӗнче!

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Хӗлимун ун айӗнче сӑмсана лапчӑтса выртать, кӑшкӑрма тытӑнать: «Хурах! Хурах!»

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йывӑҫ айӗнче ларакан шап-шурӑ чул ҫурт катаранах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех