Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑтаҫҫӗ (тĕпĕ: авӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр сасӑ та ҫук: автансем кӑна ялта, хӑйсене илтекенсене тӗлӗнмелле тӗлӗртсе, кичемлетсе, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтаҫҫӗ; тата таҫта, ҫӳлте, йывӑҫсен тӑрринче, ҫамрӑк хурчӑка такама макӑрса чӗннӗ пек лӑпланми пиклетни янӑрать.

Все молчало, одни петухи задорно перекликались на деревне, возбуждая в каждом, кто их слышал, странное ощущение дремоты и скуки; да где-то высоко в верхушке деревьев звенел плаксивым призывом немолчный писк молодого ястребка.

XXI // .

Улӑхра карӑшсем авӑтаҫҫӗ, юханшыв хӗрринчи хӑмӑш пусса илнӗ кӳлленчӗксенче каҫса кайсах шапасем кваклатаҫҫӗ, таҫта инҫетре чӑмӑш хулӑннӑн ӳхлетсе йынӑшать.

На лугу кричали коростели, в камышистых заводях речки надсаживались лягушки, и где-то далеко и глухо стонала выпь.

XVII // .

Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.

Со степи сухой и теплый ветер несет к жилью медвяные запахи цветущего чабреца, а в займище пресно пахнет влажной травой, илом, сыростью, неумолчно кричат коростели, и прибрежный лес, как в сказке, весь покрыт серебристой парчою тумана.

VIII // .

Вӑранса кайрӑм — малтанхи автансем авӑтаҫҫӗ, эсӗ ҫаплах ҫукчӗ…

Я проснулась — первые кочета кричали, а тебя ишо все не было…

LI // .

Автансем ҫуркуннехилле шарлаттарса авӑтаҫҫӗ, таҫта лере, кӑнтӑрлахи шӑрӑхри пек, пӗччен чӑх кӑтиклетни илтӗнет.

Голосили по-весеннему кочета, где-то, как в знойный полдень, одиноко кудахтала курица.

XXXIV // .

Ҫамрӑк курӑксем хушшинче путенесем авӑтаҫҫӗ.

Кричали в молодой траве перепела.

XXXI // .

Никита Никитич Андриянов каланӑ тӑрӑх, родниковскисен лагерӗнче автансем те ытти лагерьти автансенчен хитререх авӑтаҫҫӗ

По уверению Никиты Никитича Андриянова, «дажеть кочеты у родниковцев куда красивейше горланят, нежели в любом прочем колхозном лагере».

XIX сыпӑк // .

Ку каҫ карчӑк хытӑ ҫывӑрса кайнӑ та, ҫурҫӗрти автансем авӑтнине илтсен, ыйхӑ тӗлӗшпе шурӑмпуҫ автанӗсем авӑтаҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.

Старуха сквозь сон услышала крик полуночных петухов и приняла их за зоревых.

XXII сыпӑк // .

Пирӗншӗн пулсан, ку ытла япӑх пулнӑ теме ҫук ӗнтӗ: кун каҫиччен темӗн те пӗр: хӑяр, дыня, ҫарӑк, сухан, пӑрса ҫисе тултаратӑн та, хырӑмра, тупата, автансем авӑтаҫҫӗ тейӗн.

Нам это было нельзя сказать чтобы худо: бывало, наешься в день столько огурцов, дынь, репы, цибули, гороху, что в животе, ей-богу, как будто петухи кричат.

Тухатнӑ вырӑн // .

Тӑрисем хӑйсен юррипе тӳпене янратмаҫҫӗ, ӑҫта та пулсан чӗкеҫ курӑкӗ айне пытанса ларнӑ сорокопудка текен кайӑксем те шӑпланчӗҫ; вырман тырӑ ӑшӗнче кӑна путенесем авӑтаҫҫӗ, анчах вӗсем те ҫывӑрма хатӗрленеҫҫӗ пулмалла.

Приумолкли сорокопутки, притаившись где-нибудь под листом подорожника, и только в нескошенном хлебе еще охотнее перекликались перепела, тоже, видимо, готовясь к ночлегу.

III // .

Ирина чей ӑшӑтса, сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе лартнӑ тӗле станица та вӑранчӗ ӗнтӗ: кӗтӗве хӑвалакан ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, автансем тӗрлӗрен сасӑпа авӑтаҫҫӗ, кулатасем умӗнче витре-ҫарма чӑнкӑртатать, урамсенче урапасем халтӑртатаҫҫӗ, калинккесем чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ, унта та кунта ҫынсем калаҫни илтӗнет — ҫуллахи ир пурне те хӑйне пӑхӑнтарать.

Когда Ирина согрела чай и накрыла стол, станица уже давно жила и привычным мычанием идущих в стадо коров, и разноголосым пением петухов, и звоном ведер у колодца, с грохотом по улице колес и скрипом калиток, и отдаленным говором людей — летнее утро вступило в свои права.

VII // .

Бесхлебновӑн пилӗк автан, пурте суйласа илнӗ пек пысӑк, тӗсӗ те аван, пуринчен ытла вӗсем пурте хытӑ авӑтаҫҫӗ, пӑхма сумлӑ.

Все пять бесхлебновских петухов были как на подбор рослые и внушительной расцветки, а главное, все они были в меру горласты и по виду очень степенны.

IV сыпӑк // .

Шырланпуҫри автансем тӗлӗнмелле нумай тӗрлӗ сасӑпа авӑтаҫҫӗ, ун пекки чӑнах та сайра тӗл пулать.

Все петухи в Гремячем Логу были на редкость, прямо-таки на удивление разноголосы.

IV сыпӑк // .

Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ.

С деловитой озабоченностью они рылись возле сараев и влажных, почерневших плетней в поисках корма, а мокрые и слегка утратившие свою величественную осанку петухи, невзирая на дождь, кричали врастяжку и по очереди, и бодрые голоса их сливались с чириканьем беззастенчиво купавшихся в лужах воробьев и писком ласточек, как бы припадавших в стремительном полете к пахнущей дождем и пылью, ласково манящей земле.

IV сыпӑк // .

Шуҫӑм килнӗ чухне вӑранчӗ, картишне тухрӗ те сасартӑк ӑна тӗлӗнмелле шӑв-шав илтӗнчӗ: пӗр лупас айӗнче ҫӗр каҫакан пӗрлештернӗ автансем тем тӗрлӗ сассисемпе пӗр харӑсах татах ҫав тери вайлӑ, хорпа шарлаттарса авӑтаҫҫӗ.

На заре, проснувшись, выходит на баз до ветру и вдруг слышит диковинное: обобществленные, ночующие в одном сарае кочета ревут одновременно разноголосым и мощным хором.

19-мӗш сыпӑк // .

Пӑрусем, амӑшӗсем патне яма тилмӗрсе, мӗкӗрешме тытӑнаҫҫӗ, пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ автансем каҫӑхса кайсах авӑтаҫҫӗ, хутор ҫийӗн тӑкӑскӑ-йӳҫек шӑршӑллӑ кизяк тӗтӗмӗ явӑнса ҫӗкленет.

Замычат телята, требуя доступа к матерям, яростней вскличутся обобществленные кочета, потянет над хутором терпко-горьким кизячным дымком.

19-мӗш сыпӑк // .

Чӑхсем те ӗнтӗ тислӗк купи тавра чакаланаҫҫӗ, тӗкӗсене тӑкнӑ автансем, ҫуначӗсене ҫапса, паттӑрланса авӑтаҫҫӗ.

Куры уже копались на завалинках, а облезлые петухи воинственно прочищали горло и хлопали крыльями.

4-мӗш сыпӑк // .

Дачӑсенче виҫҫӗмӗш автансем авӑтаҫҫӗ.

По дачам сонно кричат третьи петухи.

XI. Гаврик // .

Автансем касси-кассипе шарлаттарса авӑтаҫҫӗ.

Петушня орет по селу.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех