Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫакна аван пӗлетӗп: мӗн курнине нумай вӑхӑт асра тытакан е ун ҫинчен дневник ҫырса пыракан автор кӗнекипе танлаштарсан, нимӗнле пултарулӑх та, пӗлӳ те тата талант та ҫук авторсем ҫырнӑ сочиненисем хӑйсен авторӗсене нихҫан та чапа кӑларма пултараймаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗлместӗп, тен, Элкей таврашӗ автора тахӑш енчен тӑван та лекет пулӗ, анчах чӑн-чӑн писатель истори чӑнлӑхне хирӗҫ каймасть, автор юратакан латинсем пек каласан: Платон маншӑн тус, анчах чӑнлӑх мана тата хаклӑрах.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
«Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна.
Галина Матвеева кӗнеки диплома тивӗҫнӗ // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/31644.html
Мӗнпур пулма пултарайми сӑнарсемпе ӗҫсем маншӑн чӑн пурнӑҫри пекех чӗрӗ пулчӗҫ, эпӗ автор пурри ҫинчен шухӑшлама хӑяймарӑм ҫеҫ мар, автор пурри ҫинчен те шухӑшламарӑм, пичетленӗ кӗнекерен ман умма чӑн-чӑн чӗрӗ ҫынсемпе ӗҫсем хӑйсем тӗллӗнех туха-туха тӑчӗҫ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тен, хушӑран автор операци технологийӗпе техникине ытлашширех пусӑмлатса ҫырса кӑтартать, анчах та ҫакна тимлени вӑл чӑн-чӑн профессионал, Турӑ чуптунӑ хирург пулнине туйса илме май парать; пурнӑҫ сухи тарӑн пынӑ ҫӗрте дилетантизм валли вырӑн ҫук, шӑпах ҫак тӳрре кӑларать пуль тетӗп эпӗ автора хӑш-пӗр кӑлтӑк-сӑлтӑк пирки тиркешсе калаҫма кӑмӑллисен умӗнче.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
«Херш карьери аяла анса ларнӑ», «Камелота пӗтерес ӑссӑрла ӑнтӑлура… пайӑн-пайӑн Херш, утӑм хыҫҫӑн утӑм ҫирӗппӗн туса, хӑйӗн карьерипе таса ятне тӗп тунӑ», «Ку кӑштах вӗрентекен истори те, кӑштах йӳҫӗ тутӑ паракан фарс та — ҫынсем ыйтнине тата журналистикӑна юрас тесе пулса иртнӗ ултав тата ҫын хӑйне хӑй улталанин историйӗ» — прессӑра кӗнеке пирки тата автор ҫинчен ҫапла хаклавсем пичетленнӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Романа асамлӑ реализм жанрӗпе ҫырнӑ; автор каланӑ тӑрӑх, романа ҫырма ӑна Михаил Булгаковӑн «Мастерпа Маргарита» хайлавӗ хавхалантарнӑ.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Ҫавӑн пекех социаллӑ реформатор, Аслӑ Британинчи халӑхӑн чухӑн ҫыннисене, чи малтан кивҫене кӗнипе тӗрмене лекнисене, Ҫӗнӗ Тӗнчене куҫармалли плана хатӗрленӗ автор.
Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF
Голсуорси Томас Манн пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, автор хайлавӗсем Францире тата Раҫҫейре анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Автор вилнӗ хыҫҫӑн унӑн хайлавӗсем пирки халӑх манма пуҫланӑ, унӑн пултарулӑхне Лоуренспа Вирджиния Вульф самай тиркенӗ, апла пулин те 1967 ҫулта «Форсайтсем пирки калакан сагӑна» ӑнӑҫлӑ адаптациленӗ хыҫҫӑн халӑх унӑн ӗҫӗсемпе тепӗр хут кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Утрав метафоринче автор икӗ питлӗ политикӗсенчен, чиркӳ ҫыннисенчен, ӑсчахӗсенчен тата ӳнер ӗҫченӗсенчен тӑракан пӗтӗм Англие питлет.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
«Фарисейсен утравӗ» романра автор респектабельность хыҫӗнче пытанса тӑракан буржуасен икӗпитлӗхне уҫса парать.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Автор хӑй каласа панӑ тӑрӑх, «Сагӑна» ҫырас умӗн вӑл Киплинг, Золя, Тургенев, Толстой тата Флобер ӗҫӗсене тепӗр хут вуласа тухнӑ.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Автор халалласа хӑварнӑ тӑрӑх унӑн кӗлеткине ҫунтарса кӗллентернӗ, кӗлне самолет ҫинчен сапаласа янӑ.По воле автора его тело было кремировано, а пепел развеян с самолета.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
Этем тӑвакан хаклӑ пурлӑх (илемпе чӑнлӑх) ҫинчен ҫырнӑ хыҫҫӑн автор ҫакӑн пек калать:
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Сӑвӑсен тепӗр ушкӑнӗнче автор наукӑпа литература ӗҫӗнчи пултарӑва (творчествӑпа) мухтаса ҫырать.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Литература произведенийӗн форми — вӑл питех те кӑткӑс япала, унта наци чӗлхин сӑмахӗсен сӑнарлӑ йӗрки те, калаҫӑвӑн ритм йӗрки те, произведение ҫырнӑ чухне автор ӑсталанӑ сюжетпа композици те кӗрет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ҫавӑнпа хӑш-пӗр кӗнекесенче автор чӗлхине геройсен калаҫӑвӗнчен уйӑрса илейместӗн.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вулакансене тавлаштаракан, шухӑшлаттаракан сӑнар калӑпланӑ автор.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Анчах кунта апла мар, автор вулакана шухӑша путма хистет.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik