Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

автанӗ (тĕпĕ: автан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кас ачисем сада ан кӗччӗр тесе йытӑ вырӑнне туяннӑ усал автанӗ те ҫӗнӗ кине курмах йӑвашланнӑ иккен вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр кӗвенте // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 165–171 с.

Пуринчен хытӑрах та вӑйлӑрах хуҫа автанӗ кӑшкӑрашрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.

— Каснӑ лартнӑ Синуш! — кӳршӗсен автанӗ авӑтнине кӑмӑлламаннипе Каврук икӗ аллипе икӗ хӑлхине лӑп хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.

Хуҫа автанӗ, кам унта, мӗн ӗҫлен тесе ыйтнӑ пекех, кӑшкӑрса авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.

Акӑ, Сути ватӑ автанӗ те ҫунат ҫапса, шарлаттарса авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пысӑк автанӗ те юнашарах.

И большой петух рядом.

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Автанӗ, хуҫалла темӗн асӑрхаттарса, пырне чӑрр ярӑнтарса, сас парать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӳршӗсен автанӗ авӑтса яни Анука ӗшентерсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Такам автанӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр авӑтать.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Анчах ҫапах та леш автанӗ вӗҫсе килчӗ-тӗк?

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Макҫӑм мучисен хура автанӗ хыҫҫӑн ялти мӗнпур автансем шарлаттарса авӑтма пуҫланӑ тӗле хӗр парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Автанӗ вара хӳме ҫине ҫӗкленет те ки-ки-ру-ку-кук! тесе вӑрӑммӑн авӑтса ярать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Автанӗ тарнӑ чухне те малта-мӗн, хӳрине сарса, ҫуйхашса чупать: Марине чӑхсене картишне хӑваласа кӗртрӗ, алла мӗн лекнӗ, ҫавӑнпа тӗтӗрлентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Виҫҫӗн, малтан автанӗ, ун хыҫҫӑн икӗ чӑх, васкамасӑр хӑяр ҫине ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

— Ах-анчахӑн чӑххи те пӗрре анчах, автанӗ те авӑтмасть, — терӗ те арӑмӗ ун аллинчи графина туртса илчӗ — Коньяк мар, уйран тӑрри те шел сан пеккишӗн.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кил хушшинче сурӑхсем макӑраҫҫӗ, сыснасем нӑриклетсе ҫухӑраҫҫӗ, картишӗнчи чӑхсем мӑйӗсене пӑркаласа какаласа ҫӳреҫҫӗ, чӑпар автанӗ, кил хуҫине курсан, пӗсехине каҫӑртса, ҫуначӗсене ҫапса авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитӗннӗҫемӗн хайхи автанӗ чӑхха та, хамӑра та хӑвалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ҫурҫӗр автанӗ аватса ярсан тин шуйттансем тохса каятчӗҫ.

Пока полуночный петух не прокричит…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Автанӗ те савӑннипе, те авӑтма вӑхӑт ҫитнипе, хӳме ҫине вӗҫсе хӑпарчӗ те «кик-кирик-ки-и-ик!» — тесе авӑтса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑрӑм киккириклӗ автанӗ тарма тытӑннӑ таракан еннелле чакӑр куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, вара, мӑнаҫлӑн виҫ-тӑват утӑм туса, таракана сӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех