Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Туййӑм, туййӑм — туй ҫуни, киле пырсан ҫӳп ҫуни…» — кӗрхи автансем авӑтнӑ евӗр темиҫе сасӑпа кӑшкӑрашса юрласа, ларса кайрӗ ача-пӑча ҫӳлти касалла.
Туйра тукмак йӑванать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 133–144 с.
Хӑй вара, гаражра юлса, иккӗмӗш автансем авӑтичченех скатсем сапларӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.
Нумай выртрӗ-и вӑл, сахал-и, ак, хайхискер, иккӗмӗш автансем шарлаттарса авӑтма тытӑнчӗҫ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Ҫав хушӑра Игорьпе леш ача, ҫапӑҫса халтан кайнӑ автансем пек, пӗр-пӗрне шӑтарасла пӑхса тӑратчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Пирвайхи сӑвӑ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 48 с.
Ҫакна туятӑн та, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсенче те куратӑн: юр ҫинче шыва кӗрекен хир чӑххисем, тӗтреллӗ улӑхра апат шыраса мӑнаҫлӑн утса пыракан тӑрнасем, юханшыв ҫинче ашкӑнакан кӑвакал чӗпписем, автансем вилмелле тытӑҫса илни, пахчана купӑста ҫулҫисем ҫиме килме вӗреннӗ мулкачсем.
Сӑнӳкерчӗк ӑсти // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/kultura/2025 ... ti-4135785
Чӑваш-салтак вӗсене: «Чипер пулӑр, шӑпланӑр!» — тесе, кӗрхи автансем пек кӑшкӑрашма тытӑннисене лӑплантарма тӑрӑшнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Уяв йӗркелӗвӗпе килӗшӳллӗн капӑр чӑрӑш тавра вӗсемпе пӗрле юмах паттӑрӗсем, юр пӗрчисем, йытӑсемпе мулкачсем, кашкӑрсемпе автансем тупӑшса ташларӗҫ, ачасем ӑмӑртса сӑвӑсем каларӗҫ, Ҫӗнӗ ҫул юррисем шӑрантарчӗҫ.
Мӑнсӗнтӗрсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/21070 ... -k-m-ll-kh
Автансем, тул ҫутӑлнине пӗлтерсе, чӑр та чар авӑтма пуҫланӑччӗ ҫеҫ, ял хыҫӗнче, пысӑк тупӑсенчен пенӗ пек, темиҫе хутчен темскер ухлата-ухлата илтӗнчӗ те шӑпланчӗ.
Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Автансем авӑтаҫҫӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пӗррехинче Тилли амӑшӗпе ашшӗ ирех, автансем шарлатса авӑтма тытӑннӑ чух, тӑнӑ та тем пирки сӑмах вакласа лараҫҫӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Таҫтан вӗҫтерсе килнӗ шап-шур мамӑк пек юрпа витӗннӗ ял урамӗсене вӑратса, унта та кунта автансем авӑтма пуҫларӗҫ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсем автансем пулсан, йӗри-тавра шап-шурӑ тӗк вӗҫсе тӑмалла.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шӑрӑхпа тӗлӗрсе, яраписене уснӑ ват йӑмрасем ҫинче куҫа курӑнман пыл хурчӗсем сӗрлени, унта-кунта автансем вӑрӑммӑн та хурлӑн авӑткалани, аякри лобогрейкӑсен ҫилпе вӗҫсе килекен темле ҫатма хырнӑ евӗр сасси каҫхи сулхӑнчченех чарӑнас ҫук ӗнтӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Мӗншӗн вӑл ялти автансем авӑтса ярсанах куҫран ҫухалать?
3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Чӗтретсех пӑрахатчӗҫ-и ку тӑрисем, ҫав вӑхӑтра ялти автансем шарлаттарса авӑтса ячӗҫ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, автансем авӑ килет.
Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хӗрсем ҫапла хура ҫӗрлечченех калаҫса ларчӗҫ те, автансем ҫур ҫӗр авӑтсан, килӗсене кӗме тапранчӗҫ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Автансем авӑтни те илтӗнмест.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Валерия Ивановна хӑйӗн чӗри кӑкӑрӗнче хыттӑн тапнине ҫеҫ илтрӗ, тата ӑҫта килчӗ унта автансем шарлаттарса авӑтатчӗҫ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.