Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑлта ҫиппинчен ярса тытса, вӑл ӑна кимӗ хӗррине ҫурри таран ҫеҫ ҫӗкленӗччӗ, шӑп ҫав савӑнӑҫлӑ самантра хайхи пулӑ, ҫывӑрнӑ ҫӗртен вӑранса кайнӑ пек, сасартӑк авкаланса илчӗ те, кимӗ хӗррине хӳрипе вӑйлӑн ҫапса, шывалла шӑмпӑлт! чӑмрӗ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Ҫапла эпӗ Бен Ганн, — терӗ пират пулнӑ ҫын, Сильвер умӗнче ҫӗлен пулӑ пек авкаланса.— Да, я Бен Ганн, — смущенно ответил бывший пират, извиваясь перед Сильвером, как угорь.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӗксӗм те симӗс айлӑмри Свича хӗрлӗ ҫутӑпа ялкӑшса, ҫӳҫесем хушшипе авкаланса, юхать.Кровавой полосой блестела Свича на темно-зеленой равнине, извиваясь между лозняком.
III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Унӑн ҫинҫешке вӑлта хулли таҫта малта, малти площадкӑра, ҫынсен пуҫӗсем тӑрринче авкаланса пырать.Его тонкая удочка качается над головами где-то там впереди, у передней площадки.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Акӑ, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек авкаланса, е ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине сиксе ларса, е урасем хушшинчен шуса тухса, хӑйӗн типсе кайнӑ, анчах пиҫӗ те шӑнӑрлӑ ӳт-пӗвӗпе хреснашшӗ тӑрмашать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Медынская ӑна ачаш кулӑпа кӗтсе илнӗ, унпала юнашар гостинӑйӑн пӗр-пӗр тараватрах кӗтессине ларнӑ, вара, сӑмахне пуҫличчен малтан, кушак пек авкаланса, тӗтреллӗн ҫунакан куҫӗсемпе ун ҫине ҫуйкӑннӑн пӑхкаласа илнӗ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Савӑнӑҫлӑ та ҫав хушӑрах тунсӑхлӑ туйӑмсем ҫавӑрса илеҫҫӗ мана: инҫетренех Ображеевка, уй-хирсем, вӑрман, ҫӗлен пек авкаланса выртакан юханшыв курӑнать.
7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Лӑптӑкӑн пӗр енче вӑл халь тин хӑпарнӑ чӑнкӑ сукмак авкаланса выртнине асӑрхарӗ, тепӗр енче улӑхма ҫук чӑнкӑ чул ту ҫӗкленсе тӑрать тата виҫҫӗмӗш енче чӑнкӑ сӑртпа юнашар вӑрманлӑ тӗпсӗр шӑтӑк пур, ун тӑрӑх хӑпарса анма май та ҫук.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кукӑр-макӑр урамсем сӑрт ҫинчен юханшыв хӗрринелле авкаланса анаҫҫӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хунарсем ҫутинче эпӗ ҫӗр ҫинче авкаланса ларакан Васькӑна куртӑм.В свете огоньков я увидел, как Васька корчился, сидя на земле.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ нумайччен сталеварсем, хулпуҫҫисем ҫинче пӗрер пӑт туртакан чугун муклашкисене йӑтса пырса, ҫулӑм пӗҫертнипе авкаланса илсе, чугуна кӑмакасем ӑшне ывӑтнине пӑхса тӑтӑм; кӑмакасен ҫӑварӗсенчен ҫулӑм ҫав тери хаяррӑн, ӳлесе тапса тухать, вӑл, рабочисем патне тӑсӑлса ҫитсе, вӗсене ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ пек туйӑнать.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Костя, вӑл ҫиеле ишсе тухиччен тӑхтать те, пӗшкӗнет, урипе тапса ярса сывлӑшра пружина пек авкаланса, пӗр тумлам сирпӗтмесӗр шыва чӑмать.
Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗсем те ури тупанӗсем пекех ашланса кайрӗҫ, вӑл вӗсене кӗпе татӑкӗсемпе ҫыха-ҫыха сиплесе пычӗ пулин те, ун хыҫӗнчи чулсемпе мӑк ҫинче ҫӗлен евӗр авкаланса пыракан юнлӑ йӗр выртса юла пуҫларӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Инҫетре авкаланса выртакан кӗмӗл тӗслӗ ҫутӑ, шыв курӑннӑ.Далеко видна была извивающаяся лента реки, отливавшая серебром и весенней синью.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Сӑртсем хушшипе авкаланса юханшыв, ялтӑртатакан хӑю пек, анаталла тӑсӑлса выртать.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Буратино вӑл вӑхӑтра, калта пек авкаланса илсе, вӗсен аллинчен вӗҫерӗнчӗ те карта патнелле сирпӗнчӗ, чӑтлӑх хушшинелле чӑмрӗ.Буратино в это время вывернулся, как ящерица, кинулся к изгороди, нырнул в колючую ежевику.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Ой, тупрӗ, ылхан… — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл кӑшт вӑхӑт иртсен, авкаланса хуҫкаланма тытӑнчӗ.— О-ох… вот где нашел меня, мать честная, — застонал он через несколько минут и задергался.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сукмак ҫӳлӗ те чӑнкӑ ҫыран хӗррипе, ватӑ маслина йывӑҫҫисен хӳттинче авкаланса выртать.Тропинка шла вдоль высокого прибрежного обрыва, извиваясь в тени столетних маслин.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Тӗттӗм вӑрманпа, нимӗҫсен засади хушшипе ҫӗлен пек авкаланса иртекен колоннӑран кӑшт маларах пыракан дозор хыҫҫӑн утакан Уча, тӑшман ҫинчен манса кайсах Гвозденпа хӑй ҫинчен шутларӗ…
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗ хӗрринчен аяккарах кайнӑҫем хытӑ ҫӗр ҫинче лазутчикӗн йӗрӗ сахалтарах палӑракан пулчӗ, — юлашкинчен вара, сӑртӑн кӑнтӑр енӗпе «Тисса ҫинчи шурӑмпуҫ» колхозӑн виноградникӗсем варрипе авкаланса выртакан чуллӑ сукмак ҫине тухсан, ҫав йӗрсем пачах ҫухалчӗҫ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.