Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яхазиил (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне Вавилонран манпа пӗрле тухнӑ ӑрусен пуҫлӑхӗсем тата вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: 2. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Даниил; Давид ывӑлӗсенчен — Хаттуш; 3. Шехания ывӑлӗсенчен, Парош ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле, йӑх-кӑк ҫырӑвӗ тӑрӑх, ҫӗр аллӑ арҫын; 4. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен — Ельегоенай, Зерахия ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр арҫын; 5. [Зафой] ывӑлӗсенчен — Шехания, Яхазиил ывӑлӗ, унпа пӗрле виҫҫӗр арҫын; 6. Адин ывӑлӗсенчен — Евед, Ионафан ывӑлӗ, унпа пӗрле аллӑ арҫын; 7. Елам ывӑлӗсенчен — Иешаия, Афалия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫитмӗл арҫын; 8. Сафатия ывӑлӗсенчен — Зевадия, Михаил ывӑлӗ, унпа пӗрле сакӑрвунӑ арҫын; 9. Иоав ывӑлӗсенчен — Овадия, Иехиел ывӑлӗ, унпа пӗрле икҫӗр вунсакӑр арҫын; 10. Вааний ывӑлӗсенчен — Шеломиф, Иосифия ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл арҫын; 11. Бевай ывӑлӗсенчен — Захария, Бевай ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр арҫын; 12. Азгад ывӑлӗсенчен — Иоханан, Гаккатан ывӑлӗ, унпа пӗрле ҫӗр те вунӑ арҫын; 13. юлашкинчен Адоникам ывӑлӗсем килнӗ, акӑ вӗсен ячӗсем: Елифелет, Иеиел тата Шемаия, вӗсемпе пӗрле утмӑл арҫын; 14. Бигвай ывӑлӗсенчен — Уфай тата Заббуд, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл арҫын.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1