Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ята (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк ҫемйи» конкурс иртӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d2%ab%d1%8 ... %82%d3%97/

Акӑ, Тутар Шурут ялӗнчи ФАП «Чи лайӑх фельдшерпа акушер пункчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххи ята тивӗҫнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%87%d0%b ... %bd%d3%97/

Чӑваш халӑхӗн культура аталанӑвне, культура еткерлӗхне сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Пишпӳлек районӗнчи культура тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Елена Владимировна Хорькована «Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята панӑ.

Куҫарса пулӑш

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3798596

Театр искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн тата нумай ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗсемшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ», «Чӑваш Республикин Халӑх артисчӗ», «Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята панӑ.

Куҫарса пулӑш

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3798596

— Эсир ман ята та пӗлетӗр иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Мӗн ман ята асӑнтӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пӗррехинче пухура лайӑх ӗҫлекенсем хушшинче ман ята та асӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Семен паян акӑ каллех ҫав ята асӑнчӗ, — Козырев аллипе чӗркуҫҫийӗ ҫине тайӑнчӗ те кӑвак куҫне умри кӳлӗ ҫине тӗллесе шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кунта та ҫухалса каймасть Альбина Алексеевна, ӗҫтешӗсем хушшинче те, ватӑ ҫынсем хушшинче те ырӑ ята тивӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html

Кӑҫал вара хӑй тытӑмлӑх пӗрлӗхӗн ертӳҫи Николай Кожевников республикӑри ятарлӑ конкурса хутшӑнса «Территорири общество хӑй тытӑмлӑхӗн чи лайӑх ертӳҫи» ята тивӗҫме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫару бюджечӗ» пулӑшать // Ольга ТИХОНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %82%d1%8c/

Спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн «Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

За выдающиеся спортивные достижения удостоена почётного звания «Мастер спорта России международного класса».

Ремеслова Людмила Юрьевна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B0

2006 ҫулта «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

В 2006 году удостоен почётного звания «Заслуженный работник сельского хозяйства Российской Федерации».

Николаев Вадим Иванович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87

«Вӗсенчен кашнине Пушкӑртстанра пурӑнакансем хӗрӳллӗ юратаҫҫӗ. Вӗсен представленийӗсенче — яланах тулли аншлаг. Вӗсем «Пушкӑртстанӑн Халӑх артисчӗ» ята мӑнаҫлӑ йышӑнасса шанатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... sn-3792589

Спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн «СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

За выдающиеся спортивные достижения удостоен почётного звания «Мастер спорта СССР международного класса».

Афанасьев Сергей Германович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%84%D ... 0%B8%D1%87

Кӗнекепе ӗҫленӗ май авторсем тепӗр пархатарлӑ ӗҫ тунӑ, историнче ниҫта та ҫырӑнман 24 ҫӗнӗ ята, ентеш-салтака тупса палӑртса унта кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

София Марукова ӗҫ ветеранӗ ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Темиҫе хутчен «Коммунизмла ӗҫ ударникӗ» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach

Вӗсем: «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ Леонид Ильин тата Данис Гайзатуллин механизаторсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр улми лартаҫҫӗ // Елчӗк ен. https://yaltch.cap.ru/news/2024/05/24/r-ulmi-larta

Хӑйсен ӳсӗмӗсенче Серафима Самакова (Аслӑ Пӑла Тимеш) 5 километра утассипе, Семен Львовпа (Шӑмалак) Николай Алексеев (Тӗмер) йӗтре тӗртессипе, Давид Павловпа (Ҫӗнӗ Пӑва) Константин Максимов (Ҫирӗклӗ Шӑхаль) сӑнӑ ывӑтассипе чемпион ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %d0%bc-71/

Команда йышӗнче Елчӗксем анчах мар, ҫапах та мӗншӗн ҫак ята пама шухӑшланӑ эсӗ ӑна?

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех