Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16 ҫул тултарман тата ҫавӑн пек транспорта ҫӳрекен ҫул ҫитмен ачана тытса чарас пулсан, ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсем тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе комиссие ярса пама материал пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn

«Тавтапуҫ улма-ҫырласемшӗн, президент мана ярса парать. Ҫав тери тутлӑ», - тенӗ Путин Узбекистан Ял хуҫалӑх министерствин пуҫлӑхне Иброхим Абдурахмонова, «Куксарой» резиденцинче Мирзиеевпа официаллӑ тӗлпулу ирттернӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

Путин Узбекистан улма-ҫырлин тутине хакланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3795672

Гвардеецсем систермесӗр блиндаж патне йӑпшӑнса пынӑ та нимӗҫсен ҫар чаҫӗн штабне ярса илнӗ.

Гвардейцы незаметно подкрались к блиндажу и захватили штаб немецкой воинской части.

Кошелев Михаил Тимофеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

С.А. Андреев учитель Чӑваш Республикинчи архив учрежденийӗсенчи документсене тӗпченӗ, Тутарстанра, Мускав хулинче тата Мускав облаҫӗнче вырнаҫнӑ архивсене ыйтусем ҫырса ярса, тӑван ялти ҫынсем ҫинчен калакан даннӑйсем тупса вӗсене музее вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Музейра пулса курнӑ // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%91/

Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле ҫулӑм пӗрремӗш хутри отделкӑна тата иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкана ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мисчӗ ялӗнчи пушарта 15-ри хӗрача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38188.html

Борис Васильевич трубкӑна хӑпӑл-хапӑл ярса тытрӗ те, мӗн калаҫнине итлесе: «Ҫапла, ҫапла, пурнӑҫлатпӑр!» - тесе ҫеҫ хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh

«Лаптак штопорсем», «иммельмансем» тата «чӑмкӑҫсем» халиччен курман ҫӑмӑллӑхпа пурнӑҫланнӑран пухӑннӑ халӑх ытараймасӑр хашлатса сывласа ярса ҫеҫ пӑхса тӑнӑ.

«Плоские штопоры», «иммельманы» и «нырки» проделывались с такой небывалой лёгкостью, что собравшаяся толпа только восхищённо выдыхала.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Ҫак хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ уяв хӗрсемпе каччӑсем умӗнче ҫӗнӗ ҫулсем уҫӑлнине, вӗсем ҫитӗннисен пурнӑҫне ура ярса пуснине систерет.

Куҫарса пулӑш

Юлашки хут шӑнкӑрав янӑрать // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d1%8e%d0%b ... %82%d1%8c/

— Ара, Вечча, укҫине почтӑпа кӑна ярса памаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

— Ҫитсен, ыран ирех темелле-ши, пӗр тытӑнса тӑмасӑр ярса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Ваҫҫа кап ярса тытрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Концерт // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 273–274 с.

Ҫӗлене ярса тытма мана йывӑрах пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.

Павлик сулмаклӑ пурттине ярса тытрӗ те каскасемпе кӗрмешме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

Часах ун-кун пӑхкаласа улмуҫҫине вуллинчен ярса тытрӑм: «Асатте сисиччен силлес-ха кӑштах…»

Куҫарса пулӑш

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Ҫук, вӑл хула еннелле тек-тек ура ярса пустармастӑп эп сана, ачам.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Хуппипе пӗҫернӗ ҫӗр улмине, ирнӗскерне, вӗтетнӗ симӗс курӑкпа хутӑш-тарнӑскерне, пӗчӗкҫеҫҫӗ валашкана, хӑмаран ҫапса тунӑскерне, ярса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл, хурчӑка чӑх чӗппине ярса илнӗн, тӳрех ӗнсерен ҫатӑрласа ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вова аллипе хыпаласа йытта ӗнсинчен ярса илчӗ, хӑй патнелле туртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— А-а, Тарзан, салам, — йытта хӑлхинчен ярса тытса хӑй еннелле туртрӗ Вова.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тӑпра купташкисенчен такӑна-такӑна чӗкӗл-мекӗл тӑвакан шӑши ҫурисенчен пӗрне ярса илчӗ вӑл, ал тупанӗсемпе хупласа ӑна вӗрсе ӑшӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех