Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юман сăмах пирĕн базăра пур.
Юман (тĕпĕ: юман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Хӑраса ӳкнӗ тилӗ юман хӑвӑлӗнче хӑйӗн урисенчен ыйтать: — Эсир мӗнле килтӗр: хӑраса-и, хӑрамасӑр-и? — тет.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Чӗре вӑл хамӑр килкартинче выртакан чӗмсӗр юман тункати мар, хӑҫан та пулин калаттаратех чӗлхе вӗҫне килнине…

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй вара, вӑйсӑррине кура, хӑмла евӗр явӑнса хӑпарма та пултарать юман тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юман пек.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кун каҫипе ӗшенекен салтаксем, койка ҫине тӳне-тӳне кайнӑ кӗреш юман каскисем евӗр, мӗн ирччен хускалмасӑр ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫук, тек вӗҫме хевте юлманнипе, лаштра та ем-ешӗл юман ҫатрашкисенчен ҫакланать, кӗҫ-вӗҫ ҫӗрелле персе анас чух… вӑранса каять, куҫне уҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Юханшыв урлӑ та, юман ката ҫийӗн те вӗҫсе каҫать вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Унта вӗҫсе ҫитнӗ чакаксем, ула кӗрӗклӗ сӳпӗлтисем: «Чак! чак! чак-чакр!..» тукаласа лараҫҫӗ пӳрт ҫумӗнчи юман ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мӑй ҫыххинче ⎼ ылтӑн «йӗкелсем» (Атӑлҫи пӑлхарсен ӳнерлӗхӗнче юман йӗкелӗн сӑнарӗ час-часах тӗл пулать), умӗнче ⎼ Хӗвел палли.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Масар хӗрринчи икӗ юман хушшинче пушӑ вырӑнсем пур, мана ҫавӑнта чавса пытарӑр.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Тӗмеске ҫине юман юпа лартнӑ, ун тӑррине пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр ҫапса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Каччӑ чӗри ҫинче юман шӑтса ӳсет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Аппарат сӗтел ҫинче ларатчӗ, — эпӗ унпа ӗҫлеттӗм, «Виҫӗ паттӑр» картинӑна, пайӑн-пайӑн, питлӗх пысӑкӑш юман хӑма ҫине ӳкереттӗм…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вагон пӑспа усӑ курса авнӑ икӗ юман рельс тӑрӑх ҫӳренӗ.

Вагон шел по гнутым под действием пара дубовым рельсам.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Ҫав вӑхӑтрах эпӗр Тиллисен кил-йышӗ катӑлнине пӗлетпӗр: аслашшӗпе асламӑшӗ Тилли туйӗнче пулаймаҫҫӗ, — вӗсем ачин ачи туйӗччен, поэт сӑмахӗпе калас-тӑк, «тӗнӗсӗр пӳрт» туяннӑ, пӗри юман юпа айне, тепри ҫӑка юпа айне выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Лешӗ асӑрхиччен вӑл вӗлт ҫеҫ юман хыҫне пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тем тесен те вӑл юман евӗрлӗ кӗрнеклӗ пулмалла, улӑп пек вӑйлӑ, йӑрӑс пӳллӗ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пилӗк пус патӑр та, ав ҫав юман йывӑҫҫи патне ҫитсе килтӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Анчах халӑх ҫирӗп пулчӗ, капмар юман пек ҫирӗп пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗреш юман пек ҫирӗп кӗлеткеллӗ Ҫимун, пӗчӗк ача пек, ӗсӗклесе макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех