Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Этемӗн (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Наказани памалли приказа кам та пулин ҫак телейсӗр этемӗн ятне калас пулсан, пӑрахӑҫлама та пулать, — терӗ вӑл йӑвашланнӑ пек сасӑпа.

— Приказ о наказании мог бы быть отменен, — сказал он, точно смягчаясь, — если бы кто-нибудь назвал нам хотя бы имя этого несчастного.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юрӑра пурте — вӗри туйӑм та, хаяр курайманлӑх та, этемӗн хуйхи-суйхи те уҫҫӑнах палӑрать.

В песне ведь выливаются страсть, и ненависть, и печаль:

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Пӗр шутласан, мӗн чухлӗ трагеди ҫакӑ хаваслӑ курӑнма тӑрӑшакан этемӗн пурнӑҫӗнче! — шухӑшларӗ Пазухин, ӑста кӗслеҫӗ ҫине салхуллӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Саттана эсӗ, этем мар, этемӗн ун пек хӑватлӑ сасӑ пулма пултараймасть…

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Этемӗн кулленхи хуйхи-суйхине, чӑрмавне-пӑшӑрханӑвне пӗлмен, туйман ҫутҫанталӑк хӑйӗн ӗмӗртенхи ӗҫне хӑйне май туса пырать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Мӗншӗн ҫунат ҫук-ши этемӗн?

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах кашни этемӗн хӑйӗн ҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Епле пӗчӗкскере ӑнлантарас этемӗн ҫӗр ҫинче нихҫан та ватӑлас килменни ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Кашни этемӗн хӑйӗн тӗлӗнтермӗшӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Лашапа йытта уйрӑмах юратать, вӗсем ӑна этемӗн чи шанчӑклӑ, чи ҫывӑх тусӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Этемӗн ӑрӑвӗ пуҫланнӑранпах: чӑх кайӑк, хӗрарӑм ҫын мар тенӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах этемӗн кӑмӑлӗ сӗм вӑрман тесе ахальтен каламан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилме выртнӑ ҫӗршер этемӗн чӗрчӗлӗхӗ пулса курнӑ пуп вӗсем миҫе ҫултине, сыва чухне мӗн ӗҫлесе пураннине пӑхса, вилес умӗн хӑйсене мӗнле тыткалама пултарасса та малтанах чухлать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Этемӗн пурнӑҫӗ те ҫӑмрӑк чухне ҫеҫ мар араҫ?

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӗрӗссипе каласан, Лукерья Семеновна, этемӗн пурнӑҫӗ те ҫавнашкалах, ман шутпа.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлнӑ этемӗн пурӑнас килнӗ хӑвачӗ сӳнет…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнле инкек сиксе тухрӗ тарҫӑра ӗҫлеме йӗрӗнекен этемӗн?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл инҫе ҫула ыррӑн вӗҫлесси пулмасть пулӗ тыткӑна ҫакланнӑ этемӗн: е тутарсем касса ваклӗҫ ӑна, е кансӗрлетӗн тесе вырӑссем хӑйсем пӗр-пӗр тӗпсӗр шӑтӑка ывӑтса хӑварӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Этемӗн кӑна мар, хурт-кӑпшанкӑн та.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Йӑлапа ҫыхӑннӑ халапсенче этемӗн ӑссӑрлӑхне, наянлӑхне, хыткукарлӑхне питлени малти вырӑнта тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех