Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Энтриялӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куракансене ҫавӑн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Ксенофонтов), Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗ (ертӳҫи Олеся Саксонская), Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Вероника Иванова), Красноармейски районӗн муниципалитет округӗн Иссаковӑри кану центрӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн юрӑҫисем Валентина Петровӑпа Геннадий Яковлев (ашшӗ енчи тӑванӗсем), Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Шӗнерти «Шӗнер ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Олег Семенов), Канаш районӗнчи культура керменӗн ертӳҫи Ольга Микушина, Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Александр Никоноров) ҫыравҫӑ ӗҫӗсемпе хатӗрленӗ юрӑсемпе композицийӗсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Любовь Никифоровӑпа Наталия Федоровна ертсе пыракан уяв композицийӗнче Энтрияль культура ҫуртӗнчи ачасен «Незабудки» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Наталия Александрова), Валентин Кузнецовпа Юрий Романов композиторсем, Энтриялӗнчи чӑваш халӑх инструменчӗсен ансамблӗ (ертӳҫи Александр Никоноров), Раиса Башкирова юрӑҫ, Кӑшнаруй ялӗнчи «Хӗлхем» вокал ушкӑн, Шуркассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Лариса Сергеева хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Унсӑр пуҫне вӑл Кӑшнаруйӗнчи, Энтриялӗнчи пултарулӑх коллективӗсене ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/

Юрий Иванович хӑй те Энтриялӗнчи вӑтам шкулта 15 ҫул технологи, рисовани тата черчени урокӗсене ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагог ветерансем патӗнче хӑнара // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0% ... %80%d0%b0/

Ҫак паллӑ пулӑмпа тыл ӗҫченне Энтрияль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лазарев, тӗп эксперт специалист Светлана Димитриева тата Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ансамблӗ саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр пулсан та ӳпкелешмен // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d0%b9%d1% ... %b5%d0%bd/

Яваплӑхӗ вара вӗсен пӗрре те сахал мар тесе калас килет, мӗншӗн тесен Энтриялӗнчи ҫӗнӗ ФАП энтрияльсене кӑна мар, Шутнерпуҫ, Уйкас ялӗсенче пурӑнакансене те — 480 яхӑн ҫынна — медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗ, Пинерти ФАП — 600 ытла ҫынна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Район больницин тӗп врачӗ Н.Светлова Энтриялӗнчи ФАП заведующине Е.Романовӑна тата Пинерти ФАП заведующине Г.Черновӑна хӑйсен тивӗҫӗсене ӑнӑҫлӑн, яваплӑн пурнӑҫлама ырӑ кӑмӑл-туйӑм, хавхалану сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Энтриялӗнчи вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех