Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл парксенче, пристаньсенче ҫӗр каҫса ҫӳрет, выҫӑпа кавсӑлса ҫитет, ырханлансах каять.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Ҫак вӗҫев хыҫҫӑн вӑл ырханлансах кайнӑ, анчах унӑн куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.Он даже осунулся за этот вылет, но глаза его радостно блестят.
18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кунтах пӗкӗрӗлчӗк мучи чышӑнса кӗчӗ, — чаххуткӑпа ырханлансах ҫитнӗскер; вӑл икӗ мӑшӑр шӑлавар сутасшӑн.Затесался сюда же сутулый старик, изъеденный чахоткой, — принёс продавать две пары штанов.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Режиссер ҫине йӑваннӑ ҫын старик пулнӑ, унӑн пичӗсем ырханлансах кайнӑ, пысӑк куҫӗсем татти-сыпписӗрех сиккелесе пӑхнӑ, вӑл ҫӑварне уҫса антӑхсах сывланӑ.
7. Тӗлпулу // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Грицько текех ҫӗрлехи сменӑра ӗҫленипе ырханлансах кайнӑ, мӑйӑхне сайра хырнӑ, анчах ывӑннӑ тесе пӗрре те каламарӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ырханлансах пыратӑн-и, Сема?
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ырханлансах ҫитрӗм.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1