Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӑла сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑла (тĕпĕ: шӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне тытма ҫыртать шӑла.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Те ӑмӑрту ку, те хастарлӑх, Шутланипе, тен, йӑнӑшать, Анчах та халӑхшӑн — чуралӑх: Шӑла ҫыртать те йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Шӑла ҫыртса ҫапӑҫатӑп, анчах хамӑн звеньевойсене урӑх ҫӗре куҫарма памастӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урасмет вара ку мӑшкӑла шӑла ҫыртса аран чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр-пӗрне ылханса, шӑла ҫыртса кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытти меслет те чылай: хӑй тӗллӗн пӗҫерсен, шӑла пулӑн тути те, шӑрши те ырӑ мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хӑй тӗллӗн вӗретсен, шӑла пулӑн тути пӗтет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унтан ӳплинчен пулӑ ҫыххи йӑтса килчӗ — шӑкӑр шӑла пулӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑла пулӑ нумай теҫҫӗ Атӑл сӑмсахӗнче.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кунта никам та ҫук та, ҫапах шӑла ҫыртсан аванрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсем паян пиллӗкӗшӗ те ӑша пӗр хӗлхем апат яман, кунӗпе кӗсменпе ишнӗрен ывӑнса йӑлтах халтан кайнӑ, ҫавӑнпа пурте шӑла ҫыртса, пӗр сӑмах шарламасӑр, ҫиллессӗн утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Улми вӑл, шӑла шантараканни, хамӑн та пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыттисем Атӑл шывӗнчи шӑла пулӑсем хушшинчи вӗт ҫӑткӑнсем пек кӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Канфет вӑл шӑла пӗтерет, табак ҫынна ӑс парать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӑппӑн ҫеҫ шӑла ҫыртса Кайӑпӑр ун чӗрҫинчен те кӑмӑл чӗлпӗрне тытса.

Тихонько откусив зубы Пойдем, держа за сердце и за поводок.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Шӑла ҫыртатӑп.

если ты остался цел,

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

— Эпӗ ҫав таранах ухмах-и?.. — кӳренӗве пытараймасӑр хуравларӑм та — пылак пӑр шӑла ыраттарнӑран кӳренӳ сӳ-ӳлетсе сарӑлчӗ, — ҫакна мана пӗчӗк ачана каланӑн евитлеме эпӗ ҫав таран ухмахах мар…

— Я не так глуп, — ответил я с обидой, бывшей еще острее от занывшего в мороженом зуба, — не так я глуп, чтобы говорить мне это, как маленькому.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Темиҫе ҫапӑҫусенче пулнӑ ватӑ боецсем те чӗркуҫҫи ҫинче выртса пенӗ вӑхӑтра, эпӗ цепра выртнӑ ҫӗртенех шӑла ҫыртса тата шуралса кайса пӗтем пӗвемпе сике-сике тӑни те ахалех пулчӗ.

Напрасно, стиснув зубы, бледнея, вставал во весь рост в цепи, в то время когда многие даже бывалые бойцы стреляли с колена или лежа.

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Мӑнаҫлӑх ытамӗнче шӑла ҫыртса эпӗ кӑйкӑр пек хускалтӑм, хулана сиккипе вӗҫтертӗм.

Стиснув в порыве гордости зубы, я взвился соколом и понесся галопом в город.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Унтан эпе йӑраланса тӑтӑм, икӗ шӑла сурса петӗм те хулана кайрӑм, Клейнферминфеле тарӑхтарас тӗллевпе ҫӗрлечченех унта юлтӑм.

Тогда я встал, выплюнул два зуба и пошел в город, где остался до ночи, чтобы насолить Клейнферминфелю.

III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех