Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шур сăмах пирĕн базăра пур.
Шур (тĕпĕ: шур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвеланӑҫ енчен шур сурӑхӑн тин каснӑ сухӑрлӑ сарӑ ҫӑмӗ пек пӗлӗт куписем йӑваланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Умри йывӑҫ тӗмисем айӗнче шур чечеклӗ кӗпҫесем, типсе саралнӑ, хур шӑлӗ пек шӑллӑ-шӑллӑ ҫулҫӑллӑ сухӑр вӗлтренсем сулланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑшт тӑрсан вӑл чӑлт шурӑ та йӗпеннӗ шур ҫеҫке пек витӗр курӑнакан кӗпепе, аркине икӗ рет кӑвак, хӗрлӗ хӑю тыттарнӑ симӗс пурҫӑн саппунпа, шӑлан ҫеҫки тӗслӗ патис тутӑрпа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шур лӗпӗш ҫунаттипе пӗр тӑрӑхран каснӑ пек платье, пилӗк тӗлӗнчен сарӑлса, аркисенче лӗпӗш ҫунатти пекех хытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫаклатса хунӑ, уҫҫине ҫеҫ тирмен арча хупӑлчине ҫӗклерӗ те Маюк, тӳпемнех купаланса выртакан шур япала ҫинче, ҫиелте, кӑвакарса кайнӑ, чунӗ пуррине те палӑртман ачана курса, лӗнчерех кукленсе анчӗ…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Мартинӑн сӗтел ҫинче кӗленче тӗпӗнче шур эрех ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫӑлтӑрсем ҫӗре тӑкӑнас пек ҫиҫсе-сиксе выляҫҫӗ, хӑшӗсем ҫӗре те тӑкӑнаҫҫӗ, шур ҫеҫкеллӗ садра кайӑксем юрлаҫҫӗ — ҫакӑн пек илемлӗ ҫӗр Павӑл крыльца ҫинче пуҫне чиксе ларать, арӑмӗ чӑланта минтере куҫҫульпе йӗпетсе выртать…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫемҫе юр ҫума пуҫларӗ те, эпир кӗҫех шур упасем пек пулса тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Лере! — машина кабининчен хыпаланса тухакан шур халатлӑ арҫынна та малалла васкама хушса аллине тӑскаларӗ главнӑй инженер.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Никам ҫине пӑхмасӑр, сӗнессе кӗтмесӗр, ҫырла шывӗ ямалли бокала хӑй умнерех шутарчӗ, унта шур эрех тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пухӑнар та акӑ, шур чулне те, хӗрлӗ кирпӗчне те туххӑм хатӗрлесе ҫитерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Хулара пурӑнса, шур чулшӑн укҫа парас-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Туянтӑн-и шур чулне? — пӗлмен пек, вашкӑртса ыйтать Павӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шур чул кӑштах хатӗрлерӗм-ха, тепӗр лав пек илсе килсен, ҫите те пырӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пулӑ витаминпа пуян пулнине шур халатлисем те палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Ҫавӑн пекех депутат шур халат тӑхӑнма хатӗрленекенсене пӗлӳ илнӗ вахӑтрах вӑл е ку сыватмӑш ҫине ҫирӗплетмелли, аслӑ пӗлӳ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалистӑн унта сахалтан та 3 ҫул ӗҫлемелли йӗркене каялла тавӑрас ыйтупа та ӗҫлессине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Паян шур халатлисем 1958-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ ФАП-ра халӑха йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Килте выртакан пулсан пулӑшу ыйтсан ун патне шур халатлисем ҫитеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шур халатлӑ ӗҫченсем ҫитеҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Тухтӑр патне электронлӑ майпа ҫырӑнаҫҫӗ, шур халатлисем ҫулсерен 20 пин ытла онлайн консультаци ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сиплев пулмалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60567

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех