Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шарон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2001 ҫулта, Барака отставкӑна кӑларнӑ май, премьер-министра каллех тӳрӗ сасӑлав ирттерсе суйланӑ (ку вырӑна Ариэль Шарон йышӑннӑ), ҫав хушӑрах кнессета ҫӗнӗрен суйламан.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
25. Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ; 26. уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий; 27. иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий; 28. айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас; 29. Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат; 30. тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия; 31. вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1