Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шкул ҫулӗсем ман асра тата чӗрере ӗмӗр юлаҫҫӗ.
Учитель — вӑл… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... -l-3954113
Эпир унпа яланах аннен авалхи чӑваш юррисене юрлатпӑр, чӗрере вара тӑруках савӑнӑҫлӑрах та ҫӑмӑлтарах пулса каять.
Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3944419
Вулатӑн та - чӗрере ырӑ пулса каять.
"Пурнӑҫ ытамӗнче" // Нина МАЗЯКОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51088-purn ... -ytam-nche
Мӗнле шухӑш-туйӑм ҫуратрӗ сирӗн чӗрере салтак дневникӗ?
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Урӑх вырӑнта ӗҫлеме, пурӑнма тӳр килсен те тӑван ял пурпӗрех манӑҫа тухмасть: чӗрере, чи шалта сыхланса юлать.
Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193
«Паян эсир пирӗн ҫӗршывӑн тулли праваллӑ гражданӗсем пулса тӑтӑр. Раҫҫей гражданинӗ пуласси — пысӑк чыс, паспорт илни вара — асра юлмалӑх пысӑк пулӑм пулса, чун-чӗрӗрсенче вӑрах сыхланӗ. «Раҫҫей кунӗнче« паспорт илме икӗ хут кӑмӑллӑ. Раҫҫей кунӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӑвачӗпе ҫирӗплӗхне палӑртакан, наци пӗрлӗхӗн символӗ пулса тӑракан патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри. Ҫак уяв пирӗн ҫӗршывшӑн чӗрере мӑнаҫлӑх вӑраттӑр, пурӑнма вӑй хуштӑр!
«Раҫҫей кунӗнче» паспортлӑ пулчӗҫ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... m-cirpletn
Улталаннӑ ӗмӗтсем, ырӑ шанчӑксем хӑйсем шыранине тупайманнипе, чӗрере куҫҫулӗ, хуйхӑ кӑна ҫуратаҫҫӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Илӗртӳллӗ кӗвӗ чӗрере ырӑ ӗмӗтсем, ҫутӑ туйӑмсем ҫуратать.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Сцена ҫинче — республикӑри «Чӑваш Ен чӗрере» тата «Туслӑ ҫемьере» фестивальсен ҫӗнтерӳҫисем — Вӑрӑмхӑвари Казначеевсем.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
Вӗсен сӑнарӗ пирӗн чӗрере чи сӑваплӑ вырӑн йышӑнать.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
Кӑвар тӑкать те хурама, Шевле ташлать ман чӗрере.
Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Аслӑ Октябрӗн ҫутӑ та аслӑ ҫуртӗнче эпӗ яланах санпа пӗрле пурӑнтӑм, эсӗ яланах манан чӗрере.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Эпӗ ӑна вуникӗ ҫул хушши инҫетри ҫӗршывсенче хам чӗрере илсе ҫӳрерӗм, анчах халь, хӑйне куҫпа курма тӳр килсен, ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫавӑн чухне чӗрере темскер татӑлчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Йывӑр иккен ҫунса кайнӑ юратун кӑмрӑкне чӗрере йӑтса ҫӳреме…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Чӗрере мӗншӗн лӑпкӑ мар-ха?
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Чӗрере ҫутӑ ӗмӗтсем ҫуралчӗҫ те асаплӑн сӳнчӗҫ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Илемлетсе каласан, ман чӗрере ун вырӑнне Шура йышӑнса илнӗччӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Студентсемшӗн тӗлпулу чӗрере нихҫан манми йӗр хӑварнӑ.Для студентов незабываемая встреча оставила неизгладимый след в сердцах.
Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... tn-3643101
Тен, мӗнпур вӑрттӑнлӑх уҫҫи чӗрере?
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik