Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чима (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елена, Тинторетто тунӑ светтуй Маркран — асапланакан чурана хӑтарма пӗлӗтрен шапа пекех шыва сикекенскерӗнчен — ахӑлтатса кулнипе унта пынӑ виҫӗ акӑлчана ҫав тери «хирӗҫтерсе» ячӗ; Инсаров вара Тициан хӑйӗн Вознесение текен картини ҫинче ытти ҫынсенчен маларах кӑтартса ӳкернӗ хӗрӳллӗ ҫыннӑн, Мадонна хыҫҫӑн аллине тӑсса тӑрса юлнӑ арҫыннӑн ҫурӑмӗпе ури хырӑмӗ ҫине пӑхса тӗлӗнчӗ; ун вырӑнне Мадонна — илемлӗ те вӑйлӑ хӗрарӑм — атте турӑ патнелле лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн туртӑнаканскер, — Инсаровпа Еленӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ; ҫавӑн пекех, вӗсене Чима да-Конельяно старикӗн тӗплӗ те таса тунӑ картини те килӗшрӗ.

К великому скандалу трех посетителей англичан, Елена хохотала до слез над святым Марком Тинторета, прыгающим с неба, как лягушка в воду, для спасения истязаемого раба; с своей стороны, Инсаров пришел в восторг от спины и икр того энергического мужа в зеленой хламиде, который стоит на первом плане тициановского «Вознесения» и воздымает руки вослед Мадонны; зато сама Мадонна — прекрасная, сильная женщина, спокойно и величественно стремящаяся в лоно бога-отца, — поразила и Инсарова и Елену; понравилась им также строгая и святая картина старика Чима да Конельяно.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех