Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрача сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗрача (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗре сулхӑн мӗлке те ӳкереймен тутар вӗрени айне пӗчӗк хӗрача ларнӑ та бульварта пуҫтарнӑ тӗрлӗ ҫеҫкесене, шурӑ платье арки ҫине майлаштарса, ывӑҫ тупанӗпе ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗрача ҫапла каларӗ те — тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хӑйӗн тантӑшӗ вырӑннех хурать ӑна хӗрача.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Килте йывӑр лару-тӑру хуҫаланнӑранах шкулта та тӑватӑ класс ҫеҫ пӗлӳ илет хӗрача.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Чечекне киоскри чипер хӗрача ҫеҫ мар, вокзал умне речӗпех ларса тухнӑ инкесем те сутаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Пичче, эпӗ урӑх нихӑҫан та, нихӑҫан та ал ҫӗклемӗп ҫын ҫине, — терӗ хӗрача, ҫӗрелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗрле ларакан хӗрача ӑна: «Сан аҫу ӗҫсе вилнӗ, алкоголик ачи эс», — тенӗ те, Оля ӑна питӗнчен ҫутӑлтарса янӑ, унтан киле тухса ыткӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу арӑмӗ теес — хӗрача ӑна, Думитруна, пичче тесе чӗнет.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрача, ҫав самантрах Григориу аллинчен шуса тухса, сылтӑмри йывӑҫ пӳрт алӑкне уҫса ячӗ, пӳлӗм варринче ларакан сӗтел умӗнчи ҫамрӑк хӗрарӑм патне ыткӑнса ҫитсе, ун ҫумӗнче сиккеле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта хура ҫӳҫлӗ, хӗсӗкрех хура куҫлӑ, ҫаврака питлӗ хӗрача, вунӑ-вунпӗр ҫула ҫитнӗскер, курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ хӗрача ҫине лайӑхрах пӑхрӑм та ӑна палласа илтӗм: Улюк хӗрӗ Надя!..

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурӗ 14 пин майлӑ арҫын ачапа хӗрача хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

Аса илтерер: Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва анса кайнӑ.

Напомним, что в селе Шихазаны Канашского района утонули 3 девочки в возрасте 8–9 лет.

Красноармейски тата Куславкка районӗсенче 2020 ҫулта ҫуралнӑ 2 ача путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35122.html

Хула тулашӗнчи лагерьсенче 18 000 ытла арҫын ачапа хӗрача хӑйсен вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Унта 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача путса вилнӗ.

Там погибли 3 девочки в возрасте 8–9 лет.

Анат Тӑрмӑшра 25-ри арҫын путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35112.html

Хӗрача спорта кӑмӑллать, ют чӗлхесене те хапӑл тусах вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Пӗчӗк чӗрчун пуҫне хӗрача хӑлхи хыҫне пытарчӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Малыш спрятал мордочку за ее ухом и заснул.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ксюша пӗр пӳртпе, пӗр пӗлӗт таткипе юнашар пӗр хӗрача тата кӗтесре пӗр хӗвел ӳкерсе хучӗ.

Ксюша нарисовала одну девочку рядом с одним домиком с одним облаком и одним солнышком в углу.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Ҫакна пула хӗрача кравать ҫинче чӗтренсе илчӗ те вӑранчӗ.

От этого она вздрогнула и проснулась.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Ыйхӑллӑ хӗрача электронлӑ чӗппи хыҫҫӑн тасатрӗ, ӑна сыватрӗ те ҫӗнӗрен ҫывӑрса кайрӗ.

Полусонная, она убралась за электронным питомцем, вылечила его и снова заснула.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех