Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗвел сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗвел (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗшӗнчен, хӗвелрен илекен ӑшӑ энергийӗ енчен шутласан, вӗсен хӗвелӗ пирӗннинчен пысӑкрах тата хӗрӳллӗрех пулсан, планета унтан аяккарах пулмалла, хӗвелӗ пӗчӗкрех тата сивӗрех пулсан, Ҫӗре ӑшӑтакан условисем пӗр пекрех пулсан, планета хӗвел ҫывӑхнелле пулмалла.

Во-первых, в смысле тепловой энергии, получаемой от своего солнца; если оно больше и ярче нашего, эта планета должна быть дальше; если солнце меньше и холоднее, условия нагрева могут быть на более близкой к нему планете.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Хӗвел анса ларчӗ, хуйхӑллӑ ҫыншӑн хӗвел те хӗвел пек мар.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗвел тухӑҫнелле тата кӑнтӑралла кӗтеслӗн вырнаҫнӑ пӳлӗмсенчен хӗвел пайӑркисем кунӗпех татӑлмаҫҫӗ, ҫавна пула сӗм авалхи ҫак тӑнӑҫлӑхра тахҫанах ирӗлсе ҫухалнӑ ҫулсен иксӗлми, ӗмӗр-ӗмӗрлӗх ҫӗнӗ хӗвел таппипе ҫутӑ килӗштерсе пурӑнаслӑх тулсах ларнӑ.

Из комнат, расположенных под углом к востоку и югу, весь день не уходили солнечные лучи, отчего этот ветхозаветный покой был полон светлого примирения давно прошедших лет с неиссякаемым, вечно новым солнечным пульсом.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫӗрӗн, Уйӑхӑн тата Хӗвелӗн варрисем пӗр тӳрӗ йӗр тӗлне килсен тата ҫак вӑхӑтра Уйӑх Хӗвелтен пысӑкрах курӑнать пулсан, Хӗвел пӗтӗмӗшпех тӗттӗмленет.

Когда центры Земли, Луны и Солнца оказываются на одной прямой линии, наступает полное солнечное затмение, если только в это время Луна кажется больше Солнца.

Хӗвел тӗттӗмленни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӗвел Ҫӗртен пӗр еннелле, Юпитер тепӗр еннелле пулсан, шӑпах тепӗр майлӑ пулса пырать: Хӗвел Ҫӗре хӑй еннелле, Юпитер хӑй еннелле туртать, ун чухне вара Ҫӗрӗн Хӗвел патнелле туртӑнса тӑрасси кӑштах вӑйсӑрланать.

Когда Солнце по одну сторону от Земли, а Юпитер по другую, получается как раз наоборот: Солнце тянет Землю к себе, а Юпитер к себе, и сила притяжения Земли к Солнцу немного ослабевает.

Нептун // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Марспа Хӗвел хушши Ҫӗрпе Хӗвелтен пӗрре ҫурӑ хут аяккарах, Хӗвелпе вӑл Ҫӗртен икӗ хут сахалтарах ӑшӑнать.

Марс в полтора раза дальше от Солнца, чем Земля, и получает света и тепла в два с лишним раза меньше.

Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хӗвелтен ҫывӑхра вырнаҫнине пула, унӑн Хӗвел еннелле тӑракан енӗ Хӗвел ӑшшине Ҫӗртен ҫичӗ хут ытларах илсе тӑрать!

Ведь Меркурий расположен значительно ближе к Солнцу, и его освещенная сторона получает света и тепла в семь раз больше, чем Земля.

Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Инҫетре йӑлӑмри вӑрмансем хыҫӗнчен васкамасӑр ҫуталса кайнӑ хӗвел тухать, вӑрмансем хура ҫилхисем ҫинче вут ҫутисем йӑл-йӑл ҫутӑлса каяҫҫӗ, вара чуна пырса тивекен, тӗлӗнмелле хускану тапранса каять: улӑхсем ҫинчен тӗтре тата васкамасӑртарах хӑпарма тытӑнать те хӗвел ҫути пайӑрки тӗлӗнче кӗмӗл тӗслӗн курӑнать, тӗтре хыҫҫӑн сӗр ҫинчен тӗмӗсем, йывӑҫсем, утӑ капанӗсем тухса тӑраҫҫӗ, улӑхсем, хӗрлӗрех ылттӑн тӗслӗрехскерсем, хӗвел ҫутипе ирӗлсе пур еннелле те юхса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

Далеко, за лесами луговой стороны, восходит, не торопясь, посветлевшее солнце, на чёрных гривах лесов вспыхивают огни, и начинается странное, трогающее душу движение: всё быстрее встаёт туман с лугов и серебрится в солнечном луче, а за ним поднимаются с земли кусты, деревья, стога сена, луга точно тают под солнцем и текут во все стороны, рыжевато-золотые.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тата хӗвелӗ те, хӗвеланӑҫнелле куҫса пынӑ май, Ҫӑрттан мучие хыҫран хӑвалать тейӗн: хӑй вӑл, тӗркесе пӑрахнӑ аҫамӗ ҫине ӳпне выртнӑскер, хӗвел пайӑркисем ҫӗтӗк кӗпи витӗр ҫурӑмне сисӗнмеллех йӗплеме тытӑнсан, ыйхӑран вӑранмасӑрах, сулхӑналла шӑва-шӑва куҫать; анчах темиҫе минутран хӑпма пӗлмен хӗвел старик ҫурӑмне каллех пӗр хӗрхенмесӗр хӗртме тытӑнать, вара Ҫӑрттан мучие каллех хырӑм ҫинче айккинелле шӑвӑнма лекет.

А тут еще солнце, перемещаясь на запад, словно бы преследовало Щукаря: он спал, лежа на животе, уткнувшись лицом в свернутый зипунишко, и как только солнечные лучи начинали нащупывать, а затем и ощутимо покалывать сквозь дырявую рубашку его худую спину, — он в полусне слегка перемещался в тень; но через несколько минут докучливое солнце снова начинало нещадно жечь стариковскую спину, и Щукарю снова приходилось ползти на животе в сторону.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунта, хӑвалӑх айӗнче, сулхӑн, лере, кӳлӗ ҫинче, хӗвел ялкӑшать; Катьӑпа эпир, яланхи пекех, ҫыранран темиҫе метр шалалла, хӗвел ялкӑшнӑ тӗле кӗтӗмӗр те, алӑсене пуҫ айне туса шыв ҫинчех хӗвелпе пиҫӗхме тытӑнтӑмӑр…

Здесь, под ракитами, была тень, а солнце — там, на озере, от берега несколько метров, и, как всегда, мы с Катей поплыли к солнцу и стали «загорать» в воде с закинутыми под голову руками…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.

И точно, такую панораму вряд ли где еще удастся мне видеть: под нами лежала Койшаурская долина, пересекаемая Арагвой и другой речкой, как двумя серебряными нитями; голубоватый туман скользил по ней, убегая в соседние теснины от теплых лучей утра; направо и налево гребни гор, один выше другого, пересекались, тянулись, покрытые снегами, кустарником; вдали те же горы, но хоть бы две скалы, похожие одна на другую, — и все эти снега горели румяным блеском так весело, так ярко, что кажется, тут бы и остаться жить навеки; солнце чуть показалось из-за темно-синей горы, которую только привычный глаз мог бы различить от грозовой тучи; но над солнцем была кровавая полоса, на которую мой товарищ обратил особенное внимание.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Яланах хӗвелпе пӗрле тӑратчӗ те хӗвел ансан тин умри пир саппунне пӑтаран ҫакса хуратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ умне тӳрех йӑмӑхтаракан сарӑ хӗвел, хӗвел ҫинче илӗхсе ларакан вӑрман, ҫӑра симӗс курӑк, пыл хурчӗсемпе кӗрлекен вӗллесем, утарта васкамасӑр хӑйӗн ӗҫне тӑвакан ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ ватӑ арҫын сӑнарӗ тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Хӗвел системинчи планетӑсен «тытӑмӗ-пурнӑҫӗ» те хӑйсене ӑшӑтса-ҫутатса тӑраканпа — хӗвелпе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Каларӑн ҫав пӗррехинче, чӗлхӳ уҫӑлнӑ чух: «Эх, Семен Трофимович, сан хӗвелӳ — парти. Эсӗ ун ӑшшипе пурӑнатӑн. Манӑн та хамӑн хӗвел пур. Эп ун ӑшшипе сывлатӑп», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗвелпе вӑраннӑ ҫын хӗвел пекех хӗрӳ те хӑватлӑ пулать, — терӗ Фильчин.

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӳпере виҫӗ хӗвел ҫуталнӑ — хӗвел таврашӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав вӑхӑтра хӗвел Сӑхӑт ҫырминчен сиксе тухрӗ хӗвел пайӑркисем шыв ҫийӗн выляма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутатать, хӗвел ҫуттипе тинӗс симӗс, кӑвак, чакӑр тӗслӗн йӑлтӑртатса выртать.

Светит яркое солнце, и под его лучами море играет зелеными, голубыми и синими красками.

Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

2022 ҫулта регионти хӗвел ҫаврӑнӑшӗн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 15,5 центнерпа танлашнӑ, 303 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен пурӗ 449 пин тонна хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррине ҫапса илнӗ.

В 2022 году урожай подсолнечника в регионе составил более 449 тыс. тонн при средней урожайности 15,5 ц/га, засеяно было 303 тыс. га.

Ҫу туса илекен культурӑсен 80% ҫапнӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... pn-3491066

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех