Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хальхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хальхи (тĕпĕ: хальхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра ку тытӑмра ӗҫлекенсене чӑтӑмлӑх, ҫирӗплӗх, тивӗҫлӗ канӑва кайиччен тивӗҫлипе ӗҫлеме сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ача чухне инспекторсене курсан вӗсем патне чупса пынӑ // Ирина АЛЕКСЕЕВА. http://alikovopress.ru/acha-chuxne-inspe ... pyina.html

- Хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинче водительсем ытларах мӗнле йӗркене пӑсаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Ача чухне инспекторсене курсан вӗсем патне чупса пынӑ // Ирина АЛЕКСЕЕВА. http://alikovopress.ru/acha-chuxne-inspe ... pyina.html

Ку вӑл хальхи ҫамрӑксемшӗн пысӑк усӑ.

Куҫарса пулӑш

Ку инкекпе пӗрле кӗрешмелле // Татьяна РЫБНИКОВА. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22144 ... -reshmelle

«Хальхи вӑхӑтра нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ку питӗ лайӑх. Ҫемьесем валли пулӑшу мелӗ тӗрлӗрен. Нумай ачаллӑ ҫемьесене тивӗҫтерекен удостоверени пани те лайӑх», – тет тӑватӑ ача амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ача-пӑча сӑн-питӗнче йӑл кулӑ вылятӑр» // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22137 ... l-vylyat-r

Хальхи конкурса хутшӑнма заявкӑсене утӑ уйӑхӗн12-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑх механизатора палӑртӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2025/07/04/%d1%87%d0 ... %97%d2%ab/

Хальхи вӑхӑтра ҫывӑх ҫынни унпа юнашар ҫук, хисеплӗ ватӑ ачисен хӳттинче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2025/07/04/ce%d1%80- ... 83%d0%bda/

Хальхи оборудованисем шыв айӗнче мӗн пуррине йӑлтах курма май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑхри пушар профессие суйласа илме пулӑшнӑ // Юлия ИВАНОВА ("Ҫамрӑксен хаҫачӗ", №18). https://avangard-21.ru/gazeta/54082-acha ... me-pul-shn

Хальхи вӑхӑтра вӑл Санкт-Петербургри физкультурӑпа ҫар институтӗнче вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Чемен шкул выпускникӗ - Раҫҫейре виҫҫӗмӗш // Надежда КОШЕЛЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53796-asl- ... -vicc-m-sh

Хальхи вӑхӑтра та малалла тепӗр аслӑ пӗлӳ илет, юриста вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелсем округ тулашӗнче те хастар // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53792-pat- ... te-khastar

Хальхи вӑхӑтра ҫак тӗллевпе объектра хӗрӳ ӗҫ пырать, никӗсне янӑ хыҫҫӑн витен каркасне тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вите ҫӗкленет // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52846-c-n- ... e-c-klenet

ЮХМАПА Пӑла тӑрӑхӗнче хальхи вӑхӑтра чӑх-чӗппе тӗрлӗ йышши хур-кӑвакал килӗрен тенӗ пекех тытаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Сӑкӑтри ҫемье страуссем усрама пикеннӗ // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52843-s-k- ... ama-pikenn

Кӑҫалхи хӗл унпа савӑнтарманран хальхи вӑхӑтра юр йӑлтах ирӗлсе пӗтрӗ тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркуннехи шыв-шур инкек сӑлтавӗ ан пултӑр // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52916-curk ... -an-pult-r

Хальхи вӑхӑтра шӑпах территори пайӗсенчи ҫул хӗррисене пӗлтӗрхи хыт хураран тасатма меллӗ вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем хӗрринчи хыт хура ан хӑвартӑр намӑса // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/52919-culs ... t-r-nam-sa

Пурнӑҫ хальхи пек тулӑх пулман.

Куҫарса пулӑш

Туйра тукмак йӑванать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 133–144 с.

«Тепӗр пилӗк-ултӑ лаша салтака юрӑхлӑ пулать. Хальхи буденовецсем, ҫӗмӗрен пек кӗрсе кайса, нимӗҫ фашисчӗсене аркатчӑр!» — тесе вӑл, шӗвӗркке сухалне сӑтӑркаласа, юпах тихасене ҫерем ҫине уҫӑлма кӑларма хушать.

Куҫарса пулӑш

V // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Хальхи арӑмӗ ҫӳҫне тӑпӑлтариччен тасал эсӗ ҫак ӑҫтиҫукран сыв-чипер чух.

Куҫарса пулӑш

II // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.

Ий-я, хальхи ҫамрӑксене хваттере ярсан та, пуҫ тулли шухӑшламалла…

Куҫарса пулӑш

II // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.

Анчах хальхи вӑхӑтра юр ҫуккипе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Ӗнер йывӑрлӑха кӗрсе ӳкни ҫинчен // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/549

Хальхи вӑхӑтра юрҫӳрен расширительсемсӗр тӑрать-ха…

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тупса килнӗ расширитель пайне…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/585

Хальхи вӑхӑтра полицин ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекенсен пайӗнче ытларах Патӑрьелӗнчи агротехникумран тӗрлӗрен «хура» ӗҫ тунӑ ачасем шутра тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен ача преступлени сӑлтавӗ ан пултӑр // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52923-cul- ... -an-pult-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех