Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Футбол сăмах пирĕн базăра пур.
Футбол (тĕпĕ: футбол) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Еуроборг» стадион, «Гронинген» футбол клубӗн стадионӗ — хулари чи кӑсӑклӑ ҫурт-йӗрсенчен пӗри.

Стадион «Еуроборг», стадион футбольного клуба «Гронинген», один из наиболее интересных сооружений в городе.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

«Гигант» колхозӑн футбол, волейбол, хоккей командисем районта яланах малти вырӑнсенче пынӑ, республикӑри ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт – пурнӑҫ йӗрки // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%81%d0%b ... %ba%d0%b8/

Раҫҫейри футбол таврашӗнчи халӑх пултарулӑхӗнче «Марибор» сӑмах пайӑр мар ят пулса тӑнӑ, унпа нацин пӗрлешӳллӗ командин ӑнӑҫсӑр матчӗсене палӑртма усӑ курнӑ.

В российском околофутбольном фольклоре слово «Марибор» стало нарицательным, обозначая неудачные матчи национальной сборной.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

2009 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Мариборта «Людски врт» стадионта Словенипе Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ командисем хушшинче футбол чемпионачӗн сыпӑклӑ сайлав матчӗ иртнӗ.

18 ноября 2009 года в Мариборе на стадионе «Людски врт» проходил стыковой отборочный матч чемпионата мира по футболу между сборными Словении и России.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Требинере Боснипе Герцоговина Премьер-лигинче вылякан «Леотар» футбол клубӗ вырнаҫнӑ.

В Требине базируется футбольный клуб «Леотар», выступающий в Премьер-лиге Боснии и Герцоговины.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Унтан вӑл кун пек васкани портфеллӗ ҫынна тата ытларах иккӗлентерме пултарнине тавҫӑрса илчӗ те футбол матчӗ пуласси ҫинчен пӗлтерекен афиша умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: «Атлантис» ача-пӑча футбол клубӗн социаллӑ сетьри страницинчен.

Фотографии: со страницы в социальной сети детского футбольного клуба «Атлантис».

Пысӑк ҫитӗнӳсем патне пӗчӗк утӑмсемпе! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... pe-3415043

«Атлантис» ача-пӑча футбол клубӗн Пишпӳлекри филиалӗнчи футболист Семен Сергеев Самара хулинчи «Крылья Советов» академире 2013 ҫулта ҫуралнӑ ачасен командипе пӗрле стажировка иртнӗ.

Футболист Семен Сергеев из Бижбулякского филиала детского футбольного клуба «Атлантис» прошел стажировку в академии Крылья Советов г. Самара Академия «Крылья Советов» с командами 2013 г.р!

Пысӑк ҫитӗнӳсем патне пӗчӗк утӑмсемпе! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... pe-3415043

Санатори лапамӗнче волейбол тата футбол енӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

Кӑҫал Комсомольскинче «Кӗтне» ФСК ҫумӗнчи стадиона тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн футбол уйне хута янӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи спортзала юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Кӑҫал «Спорт — пурнӑҫ норми» программӑпа тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ Комсомольскинчи футбол уйне тата чупу площадкине хута ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Ҫавна май ҫывӑх кунсенче кунта футбол мечӗкӗсем, ҫӗнӗ формӑсем тата вӑйӑра усӑ курмалли ытти хатӗр кӳрсе килӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Шкул кӑҫал ЧР Физкультура тата спорт министерстви ирттерекен «Футбол шкулӗ» проекта хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Августӑн 11-мӗшӗнче Уфара «Нефтяник» стадионра ачасемпе ҫитӗннисем валли футбол турнирӗсем иртеҫҫӗ.

11 августа в Уфе на стадионе «Нефтяник» пройдут футбольные турниры для детей и взрослых.

Уфари Физкультурник кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... te-3382262

Объект «Шкулсенчи футбол» пӗтӗм Раҫҫейри проекта пурнӑҫламалли тепӗр площадка пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Яким Якимч, футбол пек ҫап-ҫаврака хырӑмне ҫат-ҫат! ҫапса, кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

«Молодая гвардия» обществӑлла организаци йӗркелекен волейбол, футбол, теннис вӑййисене, картишсем хушшинчи турнирсене ача-пӑча та, аслисем те кӑмӑлтанах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Паян футбол курмалла манӑн, ыран — хоккей, тепӗр кунхине — бокс.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл футбол матчӗ пӗтмесӗрех телевизора сӳнтерчӗ те, ӑна кӑвак плюшпа тирпейлӗн витсе, юлташӗсем еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӳсӗр пуҫпа ҫапкаланса ҫӳриччен футбол е хоккей курса лартӑрччӗ хӑть, — сиввӗн хушса хучӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех